Чăваш Енре муниципалитетсем хушшинче харăсах пилĕк çĕнĕ маршрут уçăлнă. Çак пĕлтерĕшлĕ ĕçе транспорт инфраструктурине аталантарас тĕлĕшпе, республикăра пурăнакансене больницăсене тата ĕç вырăнĕсене çитме çăмăлрах пултăр тесе туса ирттернĕ.
Çак маршрутсен йышĕнче çĕнĕ 305-мĕш номерлĕ маршрут та пур. Вăл Йĕпреç поселокĕпе Канаш хулине çыхăнтарать. Транспорт Йĕпреçри районти тĕп больница чарăнăвĕнчен тапранать, çынсене Канаш хулинчи Никольски чиркĕвĕ патне илсе çитерет. Пассажирсем çак тÿрĕ транспорт çыхăнăвĕ меллĕ пулнине палăртаççĕ.
Халĕ 305-мĕш номерлĕ маршрутăн характеристикисене уçăмлатар. Унăн тăршшĕ 43,1 километрпа танлашать. Вăл кунсерен 11 рейс тăвать. Çула тухакансен водителе укçан тÿлесен — 117 тенкĕ памалла, укçана картта çинчен куçарсан — 94 тенкĕ.
Пассажирсене çĕнĕ йышши пысăках мар автобуссем турттараççĕ. Вĕсене ватăсене, сусăрсене тата сиплев çуртне çула тухакан çынсене меллĕ пултăр тесе ятарлă хатĕрсемпе туллин тивĕçтернĕ.
«Безопасные дороги» парти проекчĕн регионти координаторĕ Максим Петров палăртнă тăрăх, çĕнĕ пуçăравă пурнăçа кĕртни транспорт сечĕсене аталантарни кăна мар, çынсемшĕн тăрăшни те. Чăваш Енре çулсем çинчи хăрушсăрлăха тата хăтлăха ÿстерсе пырас тĕлĕшпе малашне те çине тăрса ĕçлĕç.

