Вторник, 16 июня, 2026
Главная > Публикации > «Салтак çĕклемĕн йывăрăшне çар çынни кăна пĕлет»

«Салтак çĕклемĕн йывăрăшне çар çынни кăна пĕлет»

«Ялан тимлĕ пулмаллаччĕ, унсăрăн инкеке лекесси те часах. «Урал» çар машинипе çÿренĕ май ăна тăшман куçĕ тĕлне пуласран час-часах рашчасене пытарма тиветчĕ. Çĕрлесерен куç хупмасăр хураллаттăм, çывăрас килсен те чăтаттăм», — аса илчĕ ятарлă çар операцийĕн ветеранĕ Игорь Воронцов. 

Костюма справкăпа туяннă

Канаш районĕнчи Кивĕ Шелттем ялĕнче тăватă ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ вăл. Николай Николаевичпа Надежда Николаевна вĕсене тĕрĕс воспитани парса пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă. Учительсен çемйи ыттисемшĕн тĕслĕх пулнă.

«Атте биологи, анне чăваш чĕлхипе литератури вĕрентетчĕç. Аппа, пичче, эпĕ тата йăмăк туслă çитĕн-тĕмĕр. Ача чухне эпир аслисене пулăшмаллине, кашниех хамăрăн тивĕçе пурнăçламаллине пĕлсе тăнă. Колхоз лашине кÿлнĕ чухне сÿсмене туртса çыхма вăй çитместчĕ — эх, тапаçланаттăм. Асатте çар çынни пулнă, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан фронта тухса кайнă, аманнă. Мускаври Çĕнтерÿ парадне те хутшăннă. «Çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче манăн виçĕ хутчен уяв. Эпĕ çак кун çуралнă, çак кун аманса сывă юлнă, çак кун — Аслă Çĕнтерÿ!» — тетчĕ ялан. Аманнăран унăн хулĕ шалалла кĕрсе тăратчĕ. Вăл çывăрса кайсан ун патне пырса тытса пăхаттăм çав лакăма.

Пирĕн вăхăтра çĕршывра йывăр лару-тăру пуçланчĕ. Шкултан вĕренсе тухсан ăсату каçĕ валли костюм тупса илме çукчĕ. Ятарласа справка панăччĕ те — Канаша кайса туяннăччĕ. Унта каллех тĕсне суйласа тăрайман, мĕнли пур — çавна хăвăртрах илнĕ.

Пичче маншăн яланах тĕслĕх вырăнĕнче пулчĕ. Вăл салтакран старшина пулса таврăнчĕ. Шупашкарта милицие ĕçе вырнаçрĕ. Аслă пĕлÿ илсе карьера картлашкипе хăпарчĕ. Подполковник званипе тивĕçлĕ канăва тухрĕ. Унпа мăнаçланса эпĕ те Канашри ДОСААФра çар машинпе çÿреме хăнăхрăм. 1992 çулхи çу уйăхĕнче салтака кайма ят тухрĕ. Служба Шупашкарти милици чаçĕн-че пуçланчĕ, çамрăк боец курсĕ хыççăн Чулхула облаçĕнчи Богородск районĕн Шумилово поселокĕн-

чи чаçе куçарчĕç. Унта салтаксем çукпа пĕрехчĕ, полка Карабаха янине каярах пĕлтĕмĕр. Ятарлă вĕренÿ хыççăн пирĕн те унта кайма тивессе ăнлантăмăр.

СССР арканнă вăхăт. Часах ингуш тата осетин халăхĕсен хушшинче хирĕç тăру пуçланчĕ. Пирĕн чаçе унта ячĕç. Тăхăр уйăх çавăнта тăтăмăр. Халь аса илетĕп те, çамрăк чухне урăхла йышăннă çав лару-тăрăва. Анчах пурпĕр пĕрремĕш çухатусем пире хăвăрт улăштарчĕç: хăвăн ÿсĕмрен маларах çитĕннĕ пекех. 18 çулти каччăн психикишĕн, паллах, йывăр. Юлташпа ĕнер кăна пĕрле чей ĕçрĕмĕр — паян вăл санăн куçу умĕнче пурнăçран уйрăлать. Ирĕксĕрех чуна çирĕплетме тивет. Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçласан çартах юлас шухăш пурччĕ. Çав вăхăтра тă-ван тăрăха таврăнсан та ĕç тупма йывăр пулнă. Контракт килĕшĕвĕ тăвас пирки киле çырса ятăм. Анчах аттепе анне таврăнма ÿкĕтлерĕç: эсĕ кĕçĕн ывăл, тĕпчĕк, пире кам пăхĕ… Çапла Чăваш Ене таврăнтăм», — каласа кăтартрĕ Игорь Николаевич.

Пиччĕшĕнчен тĕслĕх илсе

Пиччĕшĕн тĕслĕхĕпе вăл та пурнăçне милици ĕçĕпе çыхăнтарнă: ведомство тулашĕнчи хуралта, уголовлă шыравăн кĕçĕн оперуполномоченнăйĕ, ПАИре… Раççей ШĔМĕн Чулхулари академийĕнчен куçăн мар майпа вĕренсе тухнă, лейтенант званипе таврăннă. Йĕрке хуралĕн- че ĕçленĕ вăхăтра пĕррехинче вăл дежурствăран тухса киле таврăннă май преступниксене тытса чарнă. Руль умне ÿсĕрле ларнă пуçтах чутах ачана таптаса кайман. Çавăн чухне Игорь Воронцов сывлăхне сиенленĕ, больницăра выртса тухнă.

Канаш арĕн таçта та пулма тивнĕ. Çав шутра Чечняра та. «Шкулта чухнех пăшалтан перессипе малти вырăнсене йышăнаттăм. Салтакра лайăх хатĕрленĕ — çĕрле те пеме илсе каятчĕç. Пушшех тимлĕ пуласси Чечняран пуçланчĕ. Тăшман машинăсене сирпĕтнине темиçе хутчен курма тиврĕ. Халăхĕ те урăхларахчĕ. Çавăнпа унти çынсемпе дистанци тытмалли çинчен манман. Грозный хули çурри арканнăччĕ. Светофорсем ĕçлеместчĕç. Шыв çукчĕ, чылай çын путвалсенче пурăнатчĕ. Шыв машини килсен вĕсем путвалтан савăтсем йăтса илме тухатчĕç.

Чечняна икĕ хутчен кайса килтĕм. Иккĕмĕш хутĕнче киле таврăнас вăхăт та нумай юлманччĕ. Пирĕн пĕр ачана амантрĕç, вăл госпитальтеччĕ, ăна илме каймаллаччĕ. Эпĕ — водитель, командирпа çÿреттĕм. Грозныйри «Северный» аэропорт çумĕнчи

госпитале кайма тухрăмăр. Çавăн чухне пире хыçалта машина йĕрленине туйрăм. Хăвăртлăха чакаратăп, вăл та майĕпен пырать, ÿстеретĕп, вăл та хăвалать. Госпитале кĕрсе тухрăмăр, пирĕн юлташа çавăн чухне кăлармарĕç. Хуларан тухсан каллех хайхискерсем хыçалтан пыраççĕ. Чарăнтăмăр, вĕсем те. Машина кантăкĕсене тĕксĕмлетнĕ. Иккĕн тухрĕç, хăйсем хĕç-пăшалпа…

Ухмаха персе тенĕ пек ахаль ыйту пачĕç, пирĕн машинăна уçса пăхрĕç, хăйсене кирлине тупайманран каялла çаврăнса кайрĕç. Вĕсен аманнă салтакран хăтăлмалла пулнă иккен — уголовлă ĕç пуçарасран. Тепĕр эрнерен Моздок хулине колоннăна кĕтсе илме ячĕç. Анчах вĕсем кая юлнăран унтах çĕр каçма тиврĕ. Хайхи госпитательтен леш ачана илсе тухма ман вырăна урăх ушкăн кайнă. Çул çинче вĕсен машинине сирпĕтнĕ. Елчĕк тăрăхĕнчи Сергей Фомин старшинапа Шăмăршă районĕнчи Валерий Сидоров майор, çав йышра пулнăскерсем,  пуç хучĕç. Нумай çул иртрĕ унтанпа, анчах паттăрсен вил тăпри çине кайса çÿретĕп, çывăх çыннисемпе тĕл пулатăп», — аса илчĕ хирĕç тăрусен ветеранĕ.

Вăл 2011 çулта тивĕçлĕ канăва тухнă. Мăшăрĕпе Альбина Петровнăпа пĕрле икĕ хĕр çитĕнтереççĕ. Вĕсем шкулта вĕренеççĕ. 2023 çулта  вара Игорь Воронцов никама каламасăр ятарлă çар операцине кайма шут тыт-нă. Тăван çĕршыв, тивĕç тенисем уншăн ахаль сăмахсем мар. Пĕчĕкренех патриот пулса ÿснĕ. Ашшĕпе амăшĕ — вăрçă ачисем, аслашшĕ — ветеран. Пуçтарăнса çула тухнă вара… 

Взводра — чи асли

«Мĕн салтак атти тăхăннăранпа çар лару-тăрăвне хутшăннăран-ши — хăнăхма йывăр пулмарĕ. Алăра ялан хĕç-пăшалччĕ. СВОна çулла çитрĕмĕр. Окоп чавмалла-и, ытти  ĕç-и — йăлтах хамăр хатĕрленĕ. Витререн тăкнă пек çумăр çунă чухне окопра пылчăклă шыв çинче ларни те пулнă. Çăвăнмашкăн май сахалрахчĕ те, нÿрлĕ салфеткăпа усă кураттăмăр. «Уралпа» çÿреттĕм. Питĕ шăрăхчĕ. Броньăланă машинăра, паллах, кондиционер çук. Бронежилетпа, каскăпа, çумра теçетке магазин, темиçе граната, медицина япалисем, ытти — йăлтах çумра.  Çак япаласен йывăрăшне çар çынни кăна аван пĕлет.

Пĕррехинче постра тăнă чухне тем чăштăртатни хăлхана кĕчĕ. Шăши нумаййи паллă-ха, тен, вĕсем те мар… Пемелле е çук? Эпĕ шăв-шав çĕклесен тепри пеме пултарать… Нивушлĕ диверсантсем? Çапла сыхă пулса çивĕч тăнă вăхăтра нимĕç овчарки сиксе тухрĕ. Мана постра тăватă сехетрен кинолог улăштармаллаччĕ те — унăн йытти хуçине шыраса килнĕ иккен.

Кашни кун задание тухаттăм та каçсерен машинăна витсе хурса хураллаттăм. Талăкра пĕртте çывăрманни мана, 49 çулти арçынна, питĕ ывăнтаратчĕ. Пĕррехинче çул çинчен таврăнтăм та аптăраса ÿкрĕм. Вăй çук, лачкам тарлатăп, пĕтĕм кĕлеткене силлет, анчах ÿт температури хăпарман. Кăкăрта чĕре çунса тухать пек. Госпитале илсе кайрĕç. Паллах, пĕр талăкран кăларса ячĕç, анчах руль умне текех лартмарĕç. Урăх тивĕçсене пурнăçлаттăм. Вăхăт иртсен мобилизациленнисем отпускран килчĕç те пире улăштарчĕç, СВОран Хусана илсе тухрĕç. Отпуска таврăнсан Шупашкарти çар госпиталĕнче выртса тухрăм, ман çума пĕр талăка çакса янă монитор чĕре приступĕ икĕ хутчен пулнине палăртрĕ. Республикăри кардиологи диспансерĕнче 3-4 уйăх кĕтмелле терĕç, эпĕ часах СВОна тухса каймаллине пĕлтертĕм. Тухтăрсен комиссийĕ анализсене пăхса тухнă хыççăн сакăр сехет ытла пынă операцие чăтса ирттерме тиврĕ. Инвалидноç пачĕç», — çар хирĕç тăрăвĕ-сем витĕр виçĕ хутчен тухса тĕрлĕ йывăрлăх чăтса ирттерни çапла йĕр хăварнă унăн сывлăхĕнче. Хăй каласа кăтартнă тăрăх, операци вăхăтĕнче, наркозпа чухне, ун патне аслашшĕ, асламăшĕ, вăхăтсăр çĕре кĕнĕ тăван аппăшĕпе çывăх юлташĕ тĕлĕкри пек килнĕ. Ун çине тĕлĕнсе пăхса тăнă та çухалнă.

Игорь Воронцов çарти юлташĕсен йышĕнче чи асли пулнă. «Манăн атте те санран кĕçĕнрех», — тенĕ ăна взвод командирĕ хисеплесе. Хăй çумĕнче яланах хĕрес чиксе çÿренĕ вăл, Иоанн çветтуя ĕненсе унран пулăшу ыйтнă. Вĕсем ăна йывăрлăхсенчен, инкекрен çăлăнса тухма пĕрре мар пулăшнă.

«Ачасен гуманитари пулăшăвĕпе пынă ÿкерчĕкĕсем, çырăвĕсем уйрăмах чуна ăшăтатчĕç, Сывă таврăнмашкăн каласа çыратчĕç пĕчĕкскерсем»… — ăшшăн аса илчĕ Тăван çĕршыв хÿтĕлевçи.

Елена ЛУКИНА,

«Хыпар», 29-мĕш номер

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *