Чăваш Енре ĕç династийĕсене чысласси ырă йăлана кĕнĕ. Кăçал та вĕсене Çуркуннепе ĕç уявĕ умĕн палăртнă. Юратнă ĕçре пысăк тÿпе хывнă çемьесене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев саламланă.
Çав кун сцена çине Канаш тăрăхĕнче пурăнакан Григорьевсен туслă çемйи те хăпарнă. Вĕсем пурте педагогикăра палăрнă. Педагогикăри ĕç стажĕ Григорьевсен 624 çулпа танлашать. Хăйсен пурнăçне вĕсем ачасене ăс парассине халалланă.
«Паянхи кун пирĕн республикăра хăйсен ĕçне чун-чĕрепе парăннă пин ытла çемье пурăнать. Вĕсем машиностроени, хими, промышленность отраслĕсенче, сывлăх сыхлавĕпе вĕрентÿ сферисенче тата ял хуçалăхĕнче вăй хураççĕ. Вĕсем ĕçе юратассине тата яваплăха ăруран ăрăва куçарса пыраççĕ. Шăпах çак тĕп шăнăр çинче çĕршывăн суверенитечĕ тытăнса тăрать те», — палăртнă Чă-ваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕç династийĕсене саламланă май.
Халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкĕнче ĕç династийĕ- сене чысласси уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Ĕç — тĕрлĕ нацие пĕрлештерет, çемье хаклăхĕ тата йăла- йĕркене хисеплени вара пире пурне те пĕр йыша чăмăртать. Ăрусен хушшинчи çыхăну малашлăхăн çирĕп шăнăрĕ пулса тăрать. Çак ламран-лама пыракан ырă йăла-йĕркене сыхласа хăварни пире пурне те малалла çирĕппĕн утăмлама май парать.
Хамăр инф.

