Çĕр çинче хăш професси чи кирли тесе ыйтсассăн кашни расна хуравлĕ. Чи йывăррисен шутне нумайăшĕ пушар хуралĕнче, пулăшупа çăлав службинче, полицире тăрăшакансене тата çар çыннисене кĕртĕ. Чи нумай пĕлекенсен шутне ăсчахсене кĕртĕç пулĕ. Ман шутпа вара пур профессине те пĕрлештерсе тăраканни вăл — учитель.
Хаклă вулакансем, сирĕн умра пысăк сăн ÿкерчĕк — Канаш районĕнчи чи пултаруллă учительсем, вĕрентÿ ĕçĕн маçтăрĕсем. Эпĕ сăн ÿкерчĕк-ри Ăвăспÿрт Кипеч вăтам шкулĕнче ĕçленĕ учительсемпе мухтанатăп — кунта вĕсем çиччĕн: РСФСР тава тивĕçлĕ учителĕ — Моисеев Михаил Моисеевич, Чăваш АССР тава тивĕçлĕ учителĕсем — Яковлев Алексей Яковлевич, Мерескина Клеопатра Гавриловна. Халăха вĕрентес ĕç отличникĕсем: Моисеева Ирина Ивановна, Петров Григорий Петрович, Яковлева Елена Александровна, Ильин Ефим Ильич. Çак учительсем вĕрентни халĕ те куç умĕнчех: ăслă, сăпайлă, пултаруллă, мал ĕмĕтлĕ, хăйсен ĕçне чунтан парăннă вĕрентекенсем. Ÿссен шăп вĕсем пек пулас килнипех пĕр иккĕленмесĕр учитель ĕçне суйларăм.
Вĕрентекен çĕр çинче чи пултаруллă, чи ăслă тата хисеплĕ çынсенчен пĕри. Вăл ырă кăмăллăхĕпе тата ăнланулăхĕпе палăрса тăрать, çав вăхăтрах темле йывăр ыйтăва та тивĕçлĕ татса пама пултарать. Унăн ачана пĕлÿпе воспитани парас ĕçри чун-чĕре туртăмĕ, таса ĕмĕчĕ ашшĕ-амăшĕнни евĕрех. Çут çанталăк вĕрентекене ырă енсене çеç панă тейĕн. Вĕсемсĕр чăн-чăн маçтăр пулаймăн.
Вĕрентÿри ăсталăха Ăвăспÿрт Кипечри учительсем малалла тăсаççĕ, хисепе тивĕçнисен шучĕ ÿсет: Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ- сем — Кириллова Римма Петровна, Павлов Николай Александрович* Халăха вĕрентес ĕç отличникĕсем — Романов Анатолий Петрович, Георгиева Елена Васильевна, Павлова Женя Гурьевна. Шкул коллективĕ вĕрентÿ маçтăрĕсемпе мухтанать, çыхăнăва татмасть. Тивĕçлĕ канура пулсан та эпир кунта яланах кĕтнĕ хăнасем.
Эпĕ Петров Григорий Петрович çинчен ытларах каласа парасшăн: вăл халăха вĕрентес ĕç отличникĕ, вăрçă ветеранĕ, физкультура учителĕ. 1912 çулта Ăвăспÿрт Кипеч ялĕнче çуралнă, ялти шкула, колхоз çамрăкĕсен шкулне, Канашри педагогика техникумне пĕтернĕ — ялан вĕренме тăрăшнă, малалла пăхнă. 1934 çулта Хĕрлĕ Çара кайнă, Вышний Волочек хулинче полк шкулĕнче вĕреннĕ. Çартан килсен шкулта ĕçлеме кăна тытăннă, 1939 çулта Григорий Петровича финсемпе çапăçма мобилизациленĕ. Кунти çапăçусене аса илсе куççулленетчĕ: «Пĕр урамра ÿссе, пĕр шкула чупса, полк шкулĕнче пĕрле вĕреннĕ Тимофеев Захар Тимофеевича çухат-рăм. Вăл физика предметне вĕрентетчĕ, фоицер. Куç умĕнчех салтаксене атакăна çĕклрĕ, малалла ыткăнчĕ, пуля лекнипе выртса юлчĕ — «Без вес-ти пропал» хутпа пуриншĕн те асра юлчĕ». Мирлĕ пурнăçра пĕр вăхăт çеç учительте ĕçлесе ĕлкĕрет — 1941 çулхи июнĕн 27-мĕшĕнче Аслă вăрçа тухса каять. Калама-çырма та çăмăл мар — вăрçă çулĕсене утса тухма мĕн тери хĕн пулнă. Григорий Петрович аманса госпитальсенче сывалнă, каллех çухатусем, çамрăклăх çулĕсем хăвăрт чупни, тăван ене туртни — 8 çул Тăван çĕршыва хÿтĕлесе Çĕнтерÿ-
пе, аслă лейтенант званипе, çак орден-медальсемпе яла таврăнать: «Хĕрлĕ Çăлтăр» орден, «За взятие Киева», «За Взятие Вены», «За взятие Будапешта», «За Подебу над Германией» медальсем.
Вăрçă хыççăн та çăмăл пулман: тÿрех шкула ĕçе вырнаçнă, çемье çавăрнă, пÿрт-çурт çĕкленĕ — ку пĕтĕмпех савăнăçпа, мал ĕмĕтсемпе пулса пынă, Вăрçă ветеранĕсем тылра та стройрах юлнă, чи малта обществола ĕç пулнă: ялан халăхпа пулнă, шкулти-колхозри ĕçсене йĕркелесе, вĕрентсе пынă, тĕслĕх кăтартнă. «Атте вăрçăран контузи пулса пуçпа аптăраса килчĕ, кÿршĕре арçынсем сахал, инкек-синкек пулсан аннесем Григорий Петрович патне е киле, е шкула чуптаратчĕç, яланах чупса килсе пулăшатчĕ, питĕ кăмăллă çынччĕ», — аса илет пĕр кÿршĕре пурăннă 86 çулхи Яковлева Раиса.
1957 çулта Саранскри физкультура училищинчен куçăмсăр майпа вĕренсе тухать те Ăвăспÿрт Кипеч ялĕнчи вăтам шкулта учитель пулса ĕçлет, ачасене спорта юратас ĕçе пĕтĕм пурнăçне парать. Физкультура учителĕсем уроксене шавлăрах ирттереççĕ, пĕр «раз-два, раз-два» тени мĕне тăрать — Григорий Петрович вăрçнине те, сасса хытăрах хăпартнине те астумастăп, лăпкă сăмахпах каланине итлеттĕмĕр, кăмăллаттăмăр. Сакăр ача ашшĕ вăл, иккĕшĕ физкультура учителĕсем. Ывăлĕ Анатолий Григорьевич Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ, Тамара Григорьевна нумай çул тăван ялта директор пулса ĕçлет. Вăрçă паттăрĕ, халăха вĕрентес ĕç отлинчикĕ Петров Григорий Петрович 1972 çулта вилнĕ, хисепĕ халăхра упранать.
Учителĕн ĕçĕ пит йывăр:
Çын ту эс çынна ачаран.
Савман, юратман ача çуккă,
Учитель çынтан Çын тăвать.
Елена ГЕОРГИЕВА,
Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ,
Ăвăспÿрт Кипеч ялĕ.

