Воскресенье, 7 июня, 2026
Главная > Публикации > Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев вăрçă ветеранне Таисия Ярцевана Çĕнтерÿ кунĕпе саламланă

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев вăрçă ветеранне Таисия Ярцевана Çĕнтерÿ кунĕпе саламланă

Çĕнтерÿ кунĕ умĕн Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă Таисия Павловна Ярцевана саламланă, асăнмалăх парнесем панă тата фронтра паттăрлăх кăтартнăшăн тав тунă.

«Пирĕн малашлăхшăн хăйсен çамрăклăхне, сывлăхĕпе пурнăçне шеллемен паттăрсене нихăçан та манас çук. Паян пирĕн тĕп тĕллев — фронтовиксемпе тыл ĕçченĕ- сене пур енлĕн тимлĕх уйăрасси, тивĕçлĕ ватлăх туса парасси тата Аслă Çĕнтерÿ астăвăмне çамрăксен чĕрисенче упраса хăварасси. Таисия Павловнан историйĕ — эпир тивĕçлипе упракан çав тапхăрăн чĕрĕ летопиçĕ шутланать», — палăртнă Олег Николаев.

Таисия Ярцева 102 çулта. Унăн çарти çулĕ 1941 çулта пуçланнă. Ун чухне 18 çулти пике телеграфистсен курсĕнчен вĕренсе тухнă, ăна Белорусин 3-мĕш фронтне янă. Вăл çыхăну бригадин командирĕ пулнă, Калугăран Кенигсберг таран çитнĕ, аманнă. Европăра вăрçă вĕçленсен Таисия Павловна Японие хирĕç пуçарнă кампание хутшăннă. Киле 1945 çулхи юпа уйăхĕнче кăна таврăннă.

Демобилизаци хыççăн Таисия Павловна пурнăçне педагогика ĕçне халалланă, 50 çул ытла вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Паян унпа юнашар — икĕ ачи, вĕсен икĕ ачи, çичĕ кĕçĕн мăнукĕ тата вĕсен икĕ ачи. 2025 çулта Таисия Ярцевана Шупашкар хулин хисеплĕ гражданинĕ сумлă ят парса чысланă.

Чăваш Республикин ĕçпе социаллă хÿтлĕх министрĕ Алена Елизарова ветерансене пулăшу кÿресси системăллă тата адреслă пулса пынине каланă. Вăл палăртнă тăрăх, вăрçă ветеранĕсем патне социаллă служба ĕçченĕсем тăтăшах киле пырса çÿреççĕ, пур енлĕн пулăшу кÿреççĕ.

Çулталăк пуçланнăранпа социаллă хÿтлĕх органĕн специалисчĕ- сем 2,4 пине яхăн ветеранăн пурнăç условийĕсемпе паллашнă. Çакă çурт-йĕре вăхăтра юсаса йĕркене кĕртме, медицина хатĕрĕсемпе тата хушма социаллă пулăшупа тивĕçтерме май панă. Шупашкарта ветерансем таксипе тÿлевсĕр çула тухма пултараççĕ, çак пулăшупа вĕсем çулсерен 700 ытла тÿлевсĕр çул-çÿрев туса ирттереççĕ.

Çĕнтерÿ кунĕ тĕлне Чăваш Ен Пуçлăхĕ ячĕпе 2,4 пин ят салам çырăвĕсем тата 80 парне туса ха- тĕрленĕ. Ветерансене парнесене киле пырса е савăнăçлă мероприятисенче парĕç. Кун пек чухне чи малтанах вĕсен сывлăхне шута илĕç.

Кăçалтан Чăваш Ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн хушăвĕпе республикăра Çĕнтерÿ кунĕ тĕлне паракан тÿлевсемпе çулсеренех тивĕçтерсе пырĕç.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсемпе инваличĕсем, блокадăри Ленинградра пурăннă çынсем, концлагерьсен çула çитмен узникĕсем çак кунсенче 10-шар пин тенкĕ илеççĕ. Тыл ĕçченĕсемпе «вăрçă ачисене» 3-шер пин тенкĕ параççĕ. Ака уйăхĕн вĕçĕ тĕлне çак укçа-тенке 17 пин ытла çын тивĕçнĕ, ăна çу уйăхĕн 8-мĕшĕ тĕлне парса пĕтерĕç.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *