Четверг, 16 июля, 2026
Главная > Публикации > «Ҫӗнтерӳ пуйӑсӗ» килнӗ

«Ҫӗнтерӳ пуйӑсӗ» килнӗ


Эрнекун ирхине Вӑрмар поселокне «Ҫӗнтерӳ пуйӑсӗ» ҫитсе чарӑннӑ. Ăна курма станцире ҫӗр-ҫӗр ҫын пухӑннӑ, ку йышра ачасем те, аслисем те пулнӑ.
Пуйӑсри курав пуян: тӗнчипе паллӑ «Катюша» тата «Т-34» танк, ГАЗ-76Б джип, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи экспозицисем. Вӑрмар тӑрӑхӗнче пурӑнакансем ҫав кун салтак пӑтти те ҫинӗ.
«Ҫӗнтерӳ пуйӑсӗ» ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Чулхуларан ҫула тухнӑ. Маршрутра пӗтӗмпе – 29 станци, пӗри – Вӑрмарта. Унта вӑл 40 минут тӑнӑ.
Пуйӑс маршрута ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Чулхуларах вӗҫлӗ. Сӑмах май, пӗлтӗр «Ҫӗнтерӳ пуйӑсӗ» Чӑваш Енре пилӗк вырӑнта чарӑннӑ: Вӑрнар, Ҫӗмӗрле, Улатӑр, Канаш, Шупашкар.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *