Ҫитес ҫул Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн 11 кун кантарӗҫ. Раҫҫей Ӗҫлев министерстви 2027 ҫулхи ӗҫ тата уяв календарьне хатӗрленӗ. Анчах хальлӗхе ҫирӗплетмен.
2027 ҫулта ҫак кунсенче канӑпӑр: раштавӑн 31-мӗшӗнчен пуҫласа кӑрлачӑн 10-мӗшӗччен; нарӑсӑн 21-23-мӗшӗсенче; пушӑн 6-8-мӗшӗсенче; ҫу уйӑхӗн 1-3-мӗшӗсенче тата 8-10-мӗшӗсенче; ҫӗртмен 12-14- мӗшӗсенче; чӳкӗн 4-7-мӗшӗсенче.
2027 ҫулта 6 ӗҫ кунӗллӗ пӗр эрне кӑна пулӗ – нарӑсӑн 15-20-мӗшӗсенче. Виҫӗ кун канмалли – 5 хутчен: нарӑсра, пушра, ҫу уйӑхӗнче (2 хут), ҫӗртме уйӑхӗнче.

