Чӑваш кӗнеке издательстви ҫамрӑк ҫыравҫӑсене «Кӗмӗл калем» конкурса хутшӑнма йыхравлать.
Унта 18-35 ҫулсенчи авторсем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Чӑвашла е вырӑсла ҫырнӑ хайлав- сене илемлӗ проза, документлӑ проза, поэзи тата комикс номинацисемпе палӑртӗҫ.
Хальччен ниҫта та пичетленмен хайлавсене ҫеҫ йышӑнаҫҫӗ. Вӗсене ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнчен пуҫласа ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗччен памалла.
Ҫӗнтерӳҫӗсене чӳк уйӑхӗнче чыслӗҫ, дипломпа тата парнесемпе хавхалантарӗҫ, Пӗр автор гран-прие тивӗҫӗ, ӑна 50 000 тенкӗ парса хавхалантарӗҫ. Мала тухнӑ авторсен ӗҫӗсем «Кӗмӗл калем. Серебряное перо» сборника кӗрӗҫ.

