Ҫӗнӗ Шупашкар авиамоделисчӗсем Самар облаҫӗнчен медальсемпе таврӑннӑ.
«Чайка» клубра ӑсталӑха туптакансен ӑмӑртӑва хутшӑнакан ытти командӑпа ҫеҫ мар, ҫанталӑк кӳрекен чӑрмавсемпе те тупӑшма тивнӗ – вӑйлӑ ҫил вӗҫеве кӑткӑслатнӑ.
Хӑваласа вӗҫекен модельсен ушкӑнӗнче Роман Шименковпа Константин Малыгин «ылтӑн» ҫӗнсе илнӗ. Аслисен категорийӗнче тупӑшнӑ Иван Гореловпа Кирилл Пантелеймонов вара «бронзӑллӑ» пулнӑ.
Пӗтӗмӗшле зачетра «Чайка» клубӑн команди 3-мӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ.

