Мария Петрова «Чӑваш Ен пики – 2026» титула ҫӗнсе илнӗ.
Республика шайӗнче йӗркеленӗ илем конкурсӗ ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн Культура керменӗнче иртнӗ. Унта хутшӑнакан хӗрсем сӑн-пит тата кӗлетке илемӗпе ҫеҫ мар, пултарулӑхӗпе, хӑйсен вӑйне шаннипе, хастарлӑхӗпе те ӑмӑртнӑ.
Конкурсра Шупашкарти строительство техникумӗнче вӗренекен 16-ри Мария Петрова ҫӗнтернӗ. «Шупашкар пики – 2026» ята Софья Петрова тивӗҫнӗ. Чӑваш Енӗн 1-мӗш вице-пики – Анастасия Окайкина, 2-мӗш вице-пики вара Светлана Гурьянова.

