Воскресенье, 7 июня, 2026
Главная > Публикации > Кĕçтук Кольцов çуралнăранпа 110 çул çитнĕ май

Кĕçтук Кольцов çуралнăранпа 110 çул çитнĕ май

Ыран, çу уйăхĕн 16-мĕшĕнче, Кĕçтук Кольцов поэт çуралнăранпа 110 çул çитет. Çак паллă пулăма Анат Сурăм ялĕнче уйрăмах çÿллĕ шайра кĕтсе илме хатĕрленеççĕ.

Кĕçтук Кольцовăн пичетленмен сăввисем хулăн тетрадь-кĕнекере питĕ нумай упранаççĕ. Поэтăн çуралнă кунĕ тĕлне вăл хăй аллипе çырнă хăш-пĕр сăввисемпе хаçат тусĕсене те паллаштарас терĕмĕр. Çывăх тăванĕсен çемье архивĕнче чылайранпа перекетлĕ упраннă тетрадьре 1931 çулта çырнă сăвă та, 1932-33 çулсенче хайланисем те, Совет Çарĕн-че пулнă чухне Белоруссире çырнисем те, Карели фронтĕнче хайланă сăввисем те пур. Тĕлĕнмелле паха истори докуменчĕ.

Чи пысăк ĕçĕ вара — «972 çул. Дунай çинче» сăвă-поэма. Унта вăл Святослав князь печенегсемпе çапăçнине 125 куплетра сăнарласа парать. Унăн çавăн пекех С. Есенин, К. Фофанов тăрăх çырнă сăввисем те пур. 

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *