Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗ ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче «Ночь музеев» пӗтӗм ҫӗршыв- ри акцие хутшӑнӗ. Кӑҫал акци «Родное» девизпа иртӗ.
Музейри каҫа пыракансем валли ӳнер учрежденийӗ уяв концерчӗ хатӗрленӗ. Музейра ҫавӑн пекех кӑсӑклӑ ӑсталӑх лаҫҫисем те ӗҫлӗҫ. Акципе килӗшӳллӗн музей управҫисем тӑрӑх экскурсисем йӗркелӗҫ, сӑн ӳкерӗнме илемлӗ вырӑнсем пулӗҫ. Музейра Раҫҫейри халӑхсен анимацийӗн фестивалӗ те ӗҫлӗ.

