Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн председательне Сергей Артамонова «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» II степеньлӗ орден медалӗпе чысланӑ. Хушӑва Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин алӑ пуснӑ.
Наградӑна ӑна ӗҫре ӑнӑҫусем ҫӗнсе илнӗшӗн тата чылай ҫул таса чунпа ӗҫленӗшӗн панӑ тесе палӑртнӑ.
Аса илтеретпӗр, нумаях пулмасть Сергей Артамонова «Единая Россия» партин Чӑваш Енри уйрӑмӗн секретарьне суйланӑ.

