Раççей Федерацийĕн Правительствин Председаталĕ Михаил Мишустин çак кунсенче алă пуснă хушупа Чăваш Республикин бюджет кредичĕпе çыхăннă 841,6 миллион тенкĕлĕх парăмне «списать» тунă.
Çак мера Раççей Президенчĕ Владимир Путин 2024 çулта Федераци Пухăвне янă Çырура палăртнă тĕллевсемпе килĕшӳллĕн пурнăçланать. Патшалăх пулăшăвĕн механизмĕ бюджет кредичĕсен виçĕ пайĕнчен иккĕшне пăрахăçлама май парать. Çакă кăçал федерацин 21 субъектне пырса тивĕ.
Кредит çĕклемне маларах та пĕчĕклетнĕ пулнă, пĕлтĕр регионăн 4,9 миллиард тенкĕлĕх кредитне «списать» тунă. Çапла вара техника процедурисене пурнăçланă хыççăн шутран кăларнă парăмăн пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 5,7 миллиард тенкĕпе танлашĕ.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев палăртнă тăрăх, «пушаннă» çак укçа пĕтĕмпех тĕп çул-йĕрсемпе тăкакланĕ. Çав шутра – ятарлă çар операцине хутшăнакансене тата вĕсен çемйисене пулăшасси, СВОпа çыхăннă ытти мероприяти.
Халĕ вара регионсен парăм портфельне çăмăллатас тĕллевлĕ ĕç малалла пырать. Ку Чăваш Республикине те пырса тивет. Саккун проекчĕ хатĕрленĕ – унта регионсен бюджет кредичĕсемпе çыхăннă парăмĕсен виçĕ пайĕнчен юлнă пĕр пайне, кăçал тӳлемеллискере, татассине 2030 çула куçарасси пирки сăмах пырать.
«Федерацин тивĕçлĕ саккунне йышăннă хыççăн Чăваш Ен кăçал тата 512,5 миллион тенке социаллă сферăри пысăк социаллă ыйтусене татса памашкăн яма пултарать», – тенĕ «Единая Россия» партин регионти уйрăмĕн секретарĕ, Правительство пуçлăхĕ Сергей Артамонов
Хамёр инф?

