Воскресенье, 12 июля, 2026
Главная > Публикации > Сăввисенче – чун ыратăвĕ

Сăввисенче – чун ыратăвĕ


Çывăх çынсене çухатнинчен йывăртараххи мĕн пур-ши çĕр çинче? Тĕнче кашти ишĕлсе аннăн, пурнăç арканнăн туйăнать. Çынсем савăнни те вĕчĕрхентерет кун пек чухне. Йывăр хуйха тӳссе ирттерме çăмăл мар. Пĕрисене хурлăх шурлăхĕ çăтсах ярать, вĕсем унтан çăлăнса тухаймаççĕ. Теприсем вара инкеке хыçра хăварса малалла талпăнма вăй çитереççĕ, ыттисемшĕн тĕттĕм каçри çутă çăлтăр е кĕмĕл уйăх пулса тăраççĕ. Самар облаçĕнчи Шунтал районне кĕрекен Каменка салинче пурăнакан Елена Михайловăна шăпах çавăн пек вăйлă çынсенчен пĕри теме пулать.
Астăвăм та – юратăвах
Нумаях пулмасть Елена Николаевна Шупашкарта пулчĕ, хулари А. Гайдар ячĕллĕ библиотекăра шкул ачисемпе Паттăрлăх урокĕ ирттерчĕ, Пичет çуртĕнче поэтсемпе, журналистсемпе тата кĕнекеçĕсемпе тĕл пулчĕ. Чăваш Енĕн тĕп хулине ахальтен çитмен вăл: кунта унăн пĕрремĕш кĕнеки – «Боль эту надо выплакать до дна» – сăвă пуххийĕ кун çути курнă. Тиража илме унпа пĕрле Ираида Александрова ентешĕ те килнĕ. Аякран çитнĕ хăнасем хăйсемпе, пурнăç çулĕпе паллаштарчĕç, Елена Николаевна кăларăмри сăвăсене вуларĕ. Вĕсене куççульпех итлерĕç пухăннисем. Кашни йĕркере – чун ыратăвĕ, йывăр хуйхă, кĕтни, ырра шанни, макăрни… Тата, паллах, юрату. Çапла, вăрçă сăввисенче те пур вăл. Тăван çĕршыва, атте-аннене, çуралнă киле, юлташсене, савние, пурнăçа юратни. Юрату кăна тытса тăраять çак тĕнчене. Астăвăм та – юратăвах. Çут тĕнчерен кайнисене асра тытса пурăнни, вĕсен пархатарлă ĕçĕсем çинчен ыттисене каласа пани ырă вăрлăх акнипе танах.
Елена Николаевна ача чухнех сăвă çырма пуçланă. Пĕрремĕш сăввине колхоз уйĕнче ĕçленĕ чухне хайланă. Аттестат илсен Тольяттири педагогика училищинче пĕлӳ пухнă, пĕр хушă ача садĕнче воспитательте тимленĕ. Каярахпа ăна шкула ĕçе чĕнсе илнĕ, унта вăл вăтăр тăхăр çул ачасене ӳкерме тата юрлама вĕрентнĕ, çитĕнекен ăрăва воспитани парас, тĕрлĕ мероприяти йĕркелесе ирттерес тĕлĕшпе ĕçленĕ. Сăвă шăрçалама нихăçан та пăрахман.
«2022 çулхи юпа уйăхĕн 18-мĕшĕнче упăшка пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ. Тепĕр кунне ăна пытартăмăр. Юпан 20-мĕшĕнче вара кĕçĕн ывăла повестка пачĕç. Мĕн тери йывăрччĕ. Ывăл тин кăна ашшĕне çухатнă, халь акă инçе çула тухмалла. Хатĕрленме пуçларăмăр. “Анне, хăвна упра. Эпĕ ăнăçуллă. Пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулать”, – терĕ Рома сывпуллашнă чухне. Пĕчĕкренех çирĕп сывлăхлăччĕ вăл, çынсемпе хăвăртах пĕр чĕлхе тупатчĕ. Юлташ нумайччĕ ун.
Юпа уйăхĕн 25-мĕшĕнче ывăла ăсатрăмăр. Малтан вĕсене Самарта çар ĕçне вĕрентнĕ, Çĕнĕ çула киле янă. 2023 çулхи кăрлач уйă- хĕн 8-мĕшĕнче Рома каллех çула тухрĕ. Ятарлă çар операцийĕ темипе çырнă пĕрремĕш сăввăм шăпах çак кун çуралчĕ. “Как эту боль перетерпеть…” ятлă вăл», – каласа пачĕ Елена Николаевна.
Пăшăрханăвне, иккĕленĕвне, йывăр шухăшсене – йăлт шурă хут çине куçарма пикеннĕ вăл. Сăвă шăрçаланă та – çăмăлрах пек туйă- ннă. Ку вăхăт тĕлне шкул ĕçĕнчен кайнă ĕнтĕ.
2023 çулхи авăн уйăхĕн 24-мĕшĕнче хаяр çапăçура Роман Михайлов йывăр аманнă. Çăлса хăварайман ăна, вăтăр пĕр çулти çамрăк тепĕр кунне куçне хупнă. Хăрушă хыпара Елена Николаевна ют çынсенчен илтнĕ. Вырăнти администраци йăлт пĕлнĕ пулсан та – шарламан.
Хĕрарăм аслă ывăлне Алексея шăллĕ тек çукки çинчен пĕлтерсен лешĕ сĕтеле чăмăрĕпе хытă шап- латтарнипе аллине виçĕ çĕртен хуçнă. Темле йывăр пулсан та Елена Николаевна хăйне алла илмеллине, вăйлă пулмаллине ăнланнă. Романа эрнерен илсе килнĕ. Ăна пытарма нумай çын пухăннă. Тăван-пĕтен, кӳршĕ-аршă, педагогсем – Самар облаçĕнчен кăна мар, таçтан та çитнĕ паттăр салтака юлашки çула ăсатма.
Пысăк та хӳхĕм
Михайловсен сачĕ
Икĕ уйăх иртсен Елена Николаевна шухăша путнă: «Пирĕн ывăлсем вилеççĕ те, эпир вĕсене пытаратпăр. Çакăнпа вĕçленмелле-и йăлт? Мĕнле-ха капла?» Çирĕп хĕрарăм ятарлă çар операцийĕнче паттăррăн пуç хунă салтаксен ячĕсем ан манăçчăр тесе çине тăрсах ĕçлеме пуçланă. Паттăрсем çинчен биографи очеркĕсем, сăвăсем çырнă, килте принтерпа кĕнекесем хатĕрлесе кăларнă. Малтан Самар облаçĕнчи Шунтал районĕнчи арсем çинчен пулнă вĕсем. Кайран çĕршыв шайĕнчех вăй хума тытăннă Елена Михайлова. Иваново, Воронеж, Чулхула, Пенза, Волгоград, Ульяновск тата ытти облаçра, Чăваш Енре, Карелире çуралса ӳснĕ салтаксем çинчен сехечĕ-сехечĕпе каласа пама пултарать. Халĕ ăна хăйсем патĕнче кăна мар, Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче пĕлеççĕ. Вăл Стратеги пуçарăвĕсен агентствин «Çĕршыва çынсем улăштараççĕ» пĕрремĕш наци премине тивĕçнĕ.
Икĕ çул каялла – 2024 çулхи ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче – Елена Николаевна Астăвăм сачĕ пуçарса янă. «Михайловсен сачĕ» тесе ят панă ăна. Роман яланах пуян та илемлĕ пахча пирки ĕмĕтленнĕ-мĕн. Ывăлĕн ĕмĕтне пурнăçа кĕртсе амăшĕ ырă çынсем пулăшнипе улмуççи, груша, çĕр çырли лартнă. Пурпĕрех тем çитмест пек туйăннă. Вара вăл пасара кайнă та вун тăватă тĕм кĕлчечек туянса килнĕ – ку вăхăта ятарлă çар операцийĕнче Шунтал районĕнчен вун тăватă салтак пуç хунă пулнă.
Малтанхи çул пахчана куççульсĕр тухайман Е. Михайлова. «Пĕтĕмпех çеçкере, тавралăх ешерет, пирĕн ачасем вара çак хитрелĕхе кураймаççĕ те. Михайловсен сачĕ тесе ят патăм хамăр пахчана. Ман пуçарăва Любовь Емельяновна Китова – ывăлне çухатнă амăшĕ – ырласа йышăнчĕ. Вĕсем мăшăрĕпе нумай пулăшрĕç. Кĕркунне енне сада икĕ хут пысăклатрăмăр. Халĕ вăл Раççей пĕлтерĕшлĕ шутланать», – каласа пачĕ Елена Николаевна.
Хастар хĕрарăм шкул ачисемпе, çамрăксемпе, салтаксен тăванĕсемпе тăтăшах тĕл пулать, Паттăрлăх урокĕсем ирттерет, виçĕ чарăнуран (Шунтал район центрĕ, Тимяшево тата Каменка салисем) тăракан «СВОя история» туризм маршручĕ те йĕркеленĕ. Пахчари кашни лилипе кĕлчечеке, гортензипе туйăна, пилешпе улмуççие пĕр-пĕр герой ячĕпе лартнă, кăтарту хучĕсене вĕсен ячĕсене, ăçтан пулнине палăртнă. Каменка салинчи килĕнче музей та уçнă. Унта Роман Михайловпа çыхăннă сăнӳкерчĕксемпе, япаласемпе паллашма пулать. Астăвăм кĕтесĕ ытти паттăрпа çыхăннă материалсемпе те пуянланса пырать. Кунне-çĕрне пăхмасăр ырми-канми вăй хурать Елена Николаевна.
Пĕлтĕр вăл çурла уйăхĕнче Чăваш Ене килсен ятарлă çар операцийĕнче пуç хунă салтаксен тăванĕсемпе паллашнă, Вăрмар тăрăхĕнче пулнă. Пичет çуртĕнчи тĕлпулăва Вăрмар округĕнчен Галина Николаева (Кĕтеснер), Альбина Петрова (Тупах) тата Елена Сергеева (Патти) килсе çитрĕç. Вĕсем Елена Михайловăна кĕнеке кăларнă ятпа саламларĕç, мухтавлă ĕçĕсемшĕн чĕререн тав турĕç. Çывăх çыннисене, ывăлĕсене каялла тавăраймĕç амăшĕсем, анчах пĕр-пĕринпе тĕл пулсан, хуйха пĕрле пайласан кăшт çăмăлрах. «Пирĕн – пурăнмалла, асра тытмалла», – тет Елена Николаевна. Çак девизпа кашни куна кĕтсе илет.
Кĕркунне поэт тепĕр сăвă пуххи кăларас шухăшлă. Вăл «Разговор с сыном» е «Я еще не все сказала сыну своему» ятлă пулĕ. Астăвăм кĕнеки пирки те ĕмĕтленет вăл. Анчах ăна пĕччен хатĕрлесе пичетлеме май çук-çке. Михайлов- сен садне пăхса тăма, ĕрчетме те самай хавал кирлĕ. Пархатарлă тĕллевĕсене пурнăçа кĕртме, ырă пуçарусене малалла тăсма çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хăват сунатпăр Елена Николаевнăна!
Ольга АВСТРИЙСКАЯ
Автор сăн ӳкерчĕкĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *