(Кивĕ Шелттем, Вăрăмпуç, Çĕнĕ Пĕршенерпе Çĕнĕ Шелттем)
Чăваш энциклопедийĕнче Çĕнĕ Шелттем пирки çапла çырнă. «Новые Шальтямы, Çĕнĕ Шелттем – деревня в Канаш. р-не, центр Шальтям. сел. поселения. Расположена на правобережье р. Урюм. В 19 в. околоток д. Старый Урюм (ныне не существует). Историч. названия: Ново-Шальтям, Ново-Шальтямово. Жители – чуваши. В составе Старотябердин., Тобурданов. волостей Цивил. у. в 19 в. – 1927. Число дворов и жителей: в 1858 (вместе с д. Старые Шальтямы) – 226 муж., 271 жен. Автор: Ф.Н. Козлов».
1858 çулта Раççей патшалăхĕ вуннăмĕш халăх перепиçне ирттернĕ. Çав перепиçре çапла çырнă: «Старые Шальтямы дворов было 92, проживало 226». Аялта скобкăра Новые Шальтямы тесе çырни пур. Анчах та çав списокра Çĕнĕ Шелттеме ял шутĕн-че уйрăммăн кăтартман. Вăл вăхăтра Çĕнĕ Шелттем выççăлккă статусĕпех пулнă пулмалла. Анчах та 1880 çулхи Хусан кĕпернин военно-топографи картти çинче Çĕнĕ Шелттем вырăнне Кивĕ Урюм (Новый околоток) тесе çырнă. Çав çулта ялта 38 кил пулнă е Кивĕ Урюмра 92 килтен 60 тăрса юлнă.
Тата сăмах майлă çавна çырса пĕлтересшĕн. 2026 çулхи пуш уйăхĕн 13-мĕшĕнче «Канаш ен» хаçатра Анатолий Абрамовăн «Эпир Зайцевсем хăравçă йăх мар!» статйине çаптарса кăларнă. Унта çапла сăмахсем пур.
«Тÿрех калам, пирĕн Зайцевсем – хăравçă йăхĕ мар. Атте каласа панă тăрăх, пирĕн асаттен аслашшĕ Егор Федорович таврари паллă сунарçă пулнă. Пакшана куçĕнчен пĕрре персех лектернĕ пулать аслă асатте. Иртнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче Раççейри халăхсене вырăслатнă ят-хушаматсемпе тивĕçтерме пуçлансан Шел- тĕмри Хĕветĕр Якурĕ сунар тапхă- рĕнче лавĕпех мулкач тытаканскер, Зайцев Егор Федорович пулса тăнă. Çавăнтан пуçланса кайнă та пирĕн хушамат.
«Шелттĕм-Шелттĕм» тесе юрлать Костя Евруков. Сарафанлă радио пĕлтернĕ тăрăх вăл санăн тăван, юррине те сана халалланă имĕш. Чупар-ха Кивĕ Шелттĕм урамĕпе çара уран. Ачалăхри туссене, пĕлÿ тĕнчине туртнă вĕрентекенсене аса илер, «тавах, анне, çуратнăшăн» юрăри пек сăнарласан, атте-анне умĕнче пуç таяр».
19-мĕш ĕмĕрте Кивĕ Урюмра архив- сем тăрăх Макар Васильевич Мулгач пурăннă. Сăмахран, халĕ Çĕмĕрле районĕнче Молгачкино ятлă ял пур. Тепĕр енчен калас пулсассăн Зайцев хушаматсем кашни ялтах пулнă. Ман хушамат Стеклов. Асаттепе ват асатте чÿрече рамисене тунă. Кантăк хута кайсассăн кантăкне те лартса панă. Тавралли халăх, колхозĕсем те пĕр май асатте патне заказсем пама килетчĕç. Эпĕ астăвасса асаттен заказсем питĕ нумайччĕ. Заказсене хăвăтрах тăвас тесе ăна атте те пулăшатчĕ. Килте ĕç тумалли хатĕрĕсем те веçех пулнă. Стеклов хушамата пирĕн асатте 1924 çулта йышăннă. Анчах та Зайцевпа Стеклов хушаматсем Христос туррипе çыхăнман. Мĕншĕн ун пек пулса тухнă?
1747 çулхи перепиç тăрăх тĕне кĕртнĕ чăвашсем сахал пулнă. Чи малтан тĕне кĕнисене виçĕ çул хушши налуксене тÿлемелле мар туса панă. Анчах та вĕсен вырăнне налукне тĕне кĕменнисен тÿлемелле пулнă. Çавăн пек вара патшалăх халăха пĕр-пĕринпе çапăçмалли çапла ĕç тупса панă.
Патшасем вăхăтĕнче ЗАГСем пулман. Кам çуралнă, вилнĕ, авланнă е качча тухнă çав ĕçсене пачăшкăсене регистрацилеме хушнă. Ачасем çуралсассăн вĕсене пачăшкăсем шыва кĕртнĕ. Арçын ачасене пĕр кунне е хĕрачасене тепĕр кунне. Ячĕсене вара пурне те пачăшкăсем панă. Христиан верăра светтуй çынсем нумай пулнă. Сăмахран, чиркÿне шыва кĕртме тавралли ялсенчен вунă арçын ачана илсе пынă. Шыва кĕртнĕ кунне çветтуй Николай çуралнă пулсассăн пачăшкă пурне те грексен пулнă Николай ята панă. Тепре ачасене шыва кĕртнĕ кунне Христосăн пĕрремĕш апостолĕ Петĕрĕ çуралма пултарнă. Вăл кунне вара пурне те Петĕр ят панă. Мĕншĕн тесен пирĕн хальхи турă «христианская религия греческого вероисповедания» енпе çыхăннă. Çапла вара пулса тухнă. Пĕр ятлă çынсем ял хушшинче ÿс- сех пынă. Ялта ĕç енĕпе список тунă чухне çын ячĕсемпе пăтранса кайма пуçланă. Вара халăх вăл енчен хăйне майлă çăмăллăх тупнă. Çынни шурă пулнă пулсассăн шурпуç тенĕ. Ун хыççăн Белов хушамат пурнăçа кĕнĕ. Çÿçĕ хура пулнă пулсассăн Чернов тенĕ. Скворцовпа Воробьевсем ка-йăк сăмахпа çыхăннă. Сапожниковпа Портнов хушаматсем хăйсен пулнă ĕç енĕпе тухса кайнă.
Шелттем сăмах мĕне пĕлтерет-ши?
Эп шутланă тăрăх Шелттем çын ячĕ. Чарпуçра та (с. Ямашево) 19-мĕш ĕмĕрте Шелтем ятлă çын пурăннă. Унăн мăнукĕ тата мăнукĕн ачисем паянхи кунта ялта пурăнаççĕ. Эпĕ ача чухне питĕ вĕçтерсе çÿреме юрат-нă. Пÿрт е кĕлет тăррине таçтан та хăпарса кайса анма пултарнă. Пурасем тăрăх чупнă. Ÿкесрен хăрама та пĕлмен. Тата ача чухне çулла çара уран чупнă. Вара мана ваттисем вăрçатчĕç те шельма ачи тетчĕç. Пĕр енчен сăмахне хĕрхенсе калани пек е тепĕр енчен вăрçни пек пулать. Шелтем сăмахĕн те шучĕ çавăн пекех. Арçын ача анчах çуралсан тапкаланса макăрса янă. Çут тĕнчене «çĕнĕ кайăк» килнине йышăнакансем çакна сиснĕ те тахăшĕ хĕрхенсе е тĕлĕнсе шел этемĕ сăмахсене персе янă. Савăнăç хумĕ чухне арçын ачана кĕскен Шелтем ят лекнĕ.
Малалла çула майлă Пĕршенере кĕрсе тухар пуль. Чăваш энциклопедийĕнче ку ял пирки çапла çырнă.
«Новые Буженеры (Новые Бурженеры), Пĕршенер (Кивĕ Пĕршенер, 1923* Çĕнĕ Пĕршенер, 1927–35) – деревня в Канаш.р-не, Новоурюмов. сел. поселения. Историч. названия: Новой Буженер, Ново-Буженеры. Жители – чуваши. В составе Старотябердин., Тобурданов. волостей Цивил. у. Число дворов и жителей: в 1795 – 20 дворов, 55 муж., 48 жен. Автор: Ф.Н. Козлов».
Тата тĕпчевçĕсем ку ял пирки мĕн çыраççĕ-ши? Унта та тĕлĕнмелли сăмахсем пур иккен. Ку текстне каллех «Словарь топонимических названий и терминов Чувашии» кĕнекерен çырса илтĕм.
«Возможна, деревня названа по названию оврага, ручейка Пуршенар (рус. Бурженар). Это название могло произойти от чув. Пурăшĕ (пăрăш) «барсук»* нар (нер) в значении «река, ручей». Бюрженер «барсучья река». Н.И. Егоров происхождение названия связывает с мар. языком. По его мнению Пĕршенер на чув. означает «шерпет кĕмĕл шыв». Будто в старину один марийский охотник, которому очень захотелось воды, вдруг, выйдя из чащи, увидев ручеек и испив воды сказал: «Пÿроший энгер» – «шерпет кĕмĕл шыв», что по-русски означает «хорошая серебристая река».
Тĕпчевçĕсем хăйне майлă тăрăшса çырнă темелле. Анчах та кунта ним ăнланмасăр çырнисене куртăм. Эп тĕпченĕ тăрăх Пĕршенер пĕрремĕш хут архиври хутсем тăрăх 1783 çулта Новопоселенные Бурженеры ятпа палăрнă. (ГИА ЧР. Ф. 145. Оп. 1. Д. 13.) Çав çулта ялта 52 арçын пурăннă. Хĕрарĕмĕсем те çавăн чухлех пурăннă. Пĕршенер Вăрăмпуç ялĕн выççелкки пулать. Сăмахран, 1780 çулта Вăрăмпуçра (Новое Урюмово) 149 арçын пурăннă е 1797 çулхи финанс докуменчĕсем тăрăх ялта 106 арçын анчах тăрса юлнă. Ку ĕнтĕ Пĕршенерсем уйăрăлса тухнине пĕлтерет. Тата Вăрăмпуç ватă ял. Унăн çĕрĕсем те сарлака пулмалла. Вăрăмпуçпа Пĕршенер ялĕсем хушшинче вăтамран пĕр çухрăм пулать. Хăйсен çĕрĕ çине ют çынсене кĕртес çук.
Пĕршенер сăмах мĕне пĕлтерет-ши? Эпĕ шутланă тăрăх Пĕршенер сăмах икĕ чăваш сăмахĕсенчен тухнă ят: «Пĕр» тата «шенер е шинер». «Пĕр» сăмахĕ «пĕрремĕш» числона пĕлтерет. Юхан шывĕ Шинер е Шенер ятлă пулнă. Халĕ Чăваш Рес- публикинче Шинер е Шенер юхан шыв ячĕпе çыхланнă темиçе ялта пур. Шенерăн пысăк юпписем иккĕ. Çÿлерех юппине Пĕрремĕш Шинер е анатрине Иккĕмĕш Шинер тенĕ. Кунта ним те тĕлĕнмелли çук. Эпĕ хамăр ваттисене чĕлхе енчен пуян та маттур пулнă тесе анчах каласшăн. Вырăс межевиксем çĕр виçме килнĕ вăхăтра Вăрăм юхан шывĕн Пĕрремĕш Шинерпе Иккĕмĕш Шинер юпписен ячĕсем пулнă е кĕскен Пĕршенер тенĕ. Вырăссем ку сăмаха хăйне майлă хут çине Бюрженер тесе çырнă. Чăваш сас паллисене вырăссем мĕнле майлă улăштарнисене малтанах çырнă.
Халĕ Старое Тябердино ял патĕн-чен пуçласа Кивĕ Шелттеме çитиччен асфльт сарса панă çул пырать. Малалла Урюм юхан шыв урлă каçса Кивĕ Шелттем ялĕ витĕр тухса Воронцовка еннелле каять. Çав çул йĕрри 250-300 çул хушшинче пĕрре те улшăнман.
Калавра аса илнĕ Кивĕ Шелттем, Вăрăмпуç, Çĕнĕ Пĕршенерпе Çĕнĕ Шелттем ял историйĕсем çапла пулса тухрĕç.
Александр СТЕКЛОВ,
«Сказание о чувашах»
трилоги авторĕ

