Чӑваш Енре «Ҫуркунне – 2026» ял хуҫалӑх ярмӑрккисем иртнӗ. Унта хутшӑннӑ ял хуҫалӑх предприятийӗсем 240 тонна ытла продукци сутнӑ.
Ярмӑрккӑсене республикӑри 200-е яхӑн хуҫалӑх хутшӑннӑ, пысӑк агропредприятисенчен пуҫласа фермерсем тата харпӑр хушма хуҫалӑх тытакансем таранах. Ҫынсем ытларах вӑрлӑх, хунавсемпе калчасем, ҫӗрулми, пахча ҫимӗҫ, ешӗл ҫимӗҫ, сӗтпе аш продукцине, пулӑ, пыл тата ҫӑкӑр туяннине палӑртнӑ.
Кунашкал ярмӑрккӑсем кӗркунне те иртӗҫ.

