Шупашкарта чӗрчунсене операци тумалли хальхи йышши пӳлӗм уҫӑлнӑ.
Хулари выльӑх чирӗсене хирӗҫ кӗрешекен станци ветеринарӗсем малашне ҫӗнӗ оборудованипе ӗҫлӗҫ.
Вӗсен халӗ пӗчӗк чӗр чунсене пӑхмалли УЗИ-аппарат, юн анализаторӗсем, рентген, электрокоагулятор, ытти хатӗр пур. Тватӑ ураллӑ туссен сывлӑхне ҫынсенне пӑхнӑ пекех тимлеҫҫӗ. Кашнин валли ветеринари картти уҫнӑ. Электрон регистратура ӗҫлет.
2030-мӗш ҫулччен «Единая Россия» партин «Защита животного мира» проекчӗпе килӗшӳллӗн регионта ҫакӑн пек тепӗр 10 пӳлӗм уҫӑлмалла.

