Воскресенье, 7 июня, 2026
Главная > Публикации > Ӗмӗр сӳнми ҫулӑмсем ҫунма пуҫланӑ

Ӗмӗр сӳнми ҫулӑмсем ҫунма пуҫланӑ


Ҫĕнтерӳ кунĕ умĕн Комсомольски ялĕнче Ĕмĕр сӳнми ҫулӑм ҫунма пуҫланӑ. Ҫак ĕҫ-пуҫа Чӑваш Ен Пуҫлӑхĕ Олег Николаев та хутшӑнӑ.
Каҫал тӑрӑхĕнчен Тӑван ҫĕршывӑн Аслӑ вӑрҫине 7 пин те 232 ҫын тухса кайнӑ. 2 пин те 162-ĕшĕ фронтран таврӑнайман. 5-шĕ Совет Союзĕн Геройĕ ята тивĕҫнĕ.
Астӑвӑм вырӑнĕнчи Ĕмĕр сӳнми ҫулӑм ирĕн-каҫӑн, хĕлĕн-ҫӑвĕн ялкӑшса ентешсен паттӑрлӑхĕ пирки аса илтерĕ.
Ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Ӗмӗр сӳнми ҫулӑм Елчӗкре те ялкӑшма пуҫланӑ. Мероприятие Чӑваш Республикин культура министрӗ Светлана Каликова хутшӑннӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ҫулӑмӑн пайне Елчӗке Шупашкарти Ҫар мухтавӗн монуменчӗ патӗнчи Ӗмӗр сӳнми ҫулӑмран илсе ҫитернӗ.
Сӑмах май, ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Ӗмӗр сӳнми ҫулӑм Раҫҫейри 12 регионта ҫутӑлнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче вара Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунисене асӑнса Ӗмӗр сӳнми ҫулӑма Вӑрнар поселокӗнче те ҫутнӑ.
Ҫулӑма ятарлӑ ҫар операцине мобилизаципе кайнӑ Алексей Павлов чӗртнӗ. Вӑл тӑван тӑрӑха отпуска килнӗ.
Палӑртса хӑварар: Вӑрнарти Ӗмӗр сӳнми ҫулӑм республикӑри 16-мӗш ҫулӑм пулнӑ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *