Чӑваш Енре «Раҫҫей кӗрешӳ федерацине» йӗркелеме палӑртаҫҫӗ.
Кун пирки регионти Спорт министерствинче пӗлтернӗ. Раҫҫей кӗрешӳ федерацийӗ пулсан чӑваш спортне ҫӗршыв шайӗнче аталантарма майсем ытларах пулӗҫ.
Паянхи кун кӗрешӳ Чӑваш Енре 700 яхӑн спортсмена пӗрлештерет. Вӗсем 25 спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптаҫҫӗ. Спортсменсем авӑн уйӑхӗнче Анапӑра иртекен ӑмӑртӑва хатӗрленеҫҫӗ. Ҫурла уйӑхӗн 7-24-мӗшӗсенче вара ӑмӑртӑва каймашкӑн пӗрлештернӗ командӑн тӗлпулӑвӗ иртӗ.

