Воскресенье, 7 июня, 2026
Главная > Публикации > Çĕнтерÿ кунĕнче митинг иртнĕ

Çĕнтерÿ кунĕнче митинг иртнĕ

Çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче Канаш хулинчи Ленин площадĕнче Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 81 çул çитнине халалласа митинг иртнĕ.

Унта Канаш тăрăхĕнче пурăнакансем йышлăн хутшăннă, вĕсем пирĕн малашлăхшăн хăйсен пурнăçĕпе сыв- лăхне шеллемен паттăрсен умĕнче пуçĕсене тайнă, ветерансене тав тунипе пĕрлех çамрăксем çак астăвăм эстафетине малашне те тивĕçлипе тытса пырассине палăртнă.

Уяв ĕç коллективĕсем утса иртнипе пуçланнă. Çынсем мероприятие чĕрĕ чечексемпе тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă тăванĕ- сен сăн ÿкерчĕкĕсемпе килнĕ.

Ентешсен умĕнче округ пуçлăхĕ Валерий Чернов сăмах тухса каланă, паян эпир хамăр халăхăн пысăк паттăрлăхне сăвапланине, вăрçă ветеранĕсен умĕнче пуç тайнине тата кашни салтака ĕмĕр асра тытассине палăртса хăварнă. Вăрçă ветеранĕ- семпе тыл ĕçченĕсене тата вăрçă ачисене уява килнĕ Раççей Паттăрĕ Николай Гаврилов пĕтĕм чунтан чĕререн тав тунă, çирĕп сывлăх тата вăрăм ĕмĕр суннă. 

Вăрçă хирĕнчен таврăнайман паттăрсене асăнса пĕр минут шăп тăнă хыççăн мероприятие хутшăннисем Мухтав Мемориалĕ умне чĕрĕ чечексем хунă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *