Вторник, 14 июля, 2026
Главная > Публикации > Автобус кӗтсе тӑма кӑмӑллӑ

Автобус кӗтсе тӑма кӑмӑллӑ


Хӗрлӗ Чутай округӗнчи Калкасси ялӗнче вырӑнти хастарсем пуҫарнипе шкул автобусӗн чарӑнӑвне ӳкерчӗксемпе илемлетнӗ. Ҫак ӗҫе тӑваканӗ – Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗн ӳнерҫи Станислав Маков. Ахаль чарӑнуран вӑл чӑн-чӑн арт-объект тунӑ.
Ҫынсем ыйтнипе Станислав Маков чарӑнӑва ӳкерсе хитрелетнӗ. Ку чарӑнуран шкул ачисем автобуспа вӗренме ларса каяҫҫӗ. Ҫавӑнпа Станислав Маков ӳкерчӗксене шкул темипе ҫыхӑнтарнӑ. Унтах «Учись! Мечтай! Твори!» тесе ҫырнӑ.
Шкул ачисем питӗ кӑмӑллӑ. Халӗ автобус кӗтсе тӑма та меллӗ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *