Пятница, 12 июня, 2026
Главная > Публикации > Агрослет кăçал пиллĕкмĕш хут иртĕ

Агрослет кăçал пиллĕкмĕш хут иртĕ


Ялсенче ĕçлесе пурăнакан çамрăк специалистсем пиллĕкмĕш хут Тăвай çĕрĕнче тĕл пулĕç. «Упа кĕтесĕ» кану базинче çу уйăхĕн 22-24-мĕшĕсенче «Ялта чи лайăххисем» агрослет иртĕ.
Унта, Андрей Макушев министр пĕлтернĕ тăрăх, культура, сывлăх сыхлавĕ, спорт, вĕрентӳ тытăмĕнче вăй хуракан 1500 çамрăк хутшăнĕ. «Агрослета «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин «Раççей ялĕ» проекчĕ пулăшнипе йĕркелĕç. Ăна кăçал Раççейри Халăхсен пĕрлĕхĕн, Чăваш Енри Халăхсен туслăхĕн çулталăкне халалланă, Республика кунĕпе çыхăнтарнă. Тĕллевĕ – регион аталанăвне тӳпе хывассишĕн тăрăшакан çамрăксен хутшăнăвĕсене çирĕплетме майсем туса парасси», – пĕлтернĕ Андрей Макушев.
Вĕрентӳ программи пысăк тăватă темăна тĕпе хурĕ. «Чăваш Енĕн авалхи йăли-йĕрки» ярăм чăваш халăхĕн, республикăра тĕпленнĕ ытти наци кун-çулĕпе, культура еткерлĕхĕн пуянлăхĕпе паллаштарĕ. «Пирĕн вăхăтри паттăрсем» – ятарлă çар операцийĕн тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрĕсене халалланăскер. Унта çар çыннисем пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ пирки каласа кăтартĕç. «Депутатпа – калаçу» ярăмра Раççей парламентаризмĕн аталанăвĕпе çыхăннă ыйтусене хускатĕç. Çавăн пекех çамрăксемшĕн депутатсемпе тĕл пулса калаçни те усăллă пуласса шанаççĕ. «Çамрăксен суйлавĕ» стратеги сессийĕнче вара хĕр- упраçпа яш-кĕрĕме тĕрлĕ сферăри аталану майĕсем çинчен каласа кăтартĕç.
«Спорт программине кăçал çĕнĕлĕх кĕртнĕ. Пуçласа наци кĕрешĕвĕн турнирĕ иртĕ. Çавăн пекех квадроциклистсем ăмăртĕç, волейболла, вĕрен туртса, кире пуканĕ йăтса тупăшĕç», – каласа кăтартрĕ Андрей Макушев. Агрослета хутшăнакансене тата мероприяти хăнисене муниципалитетсен пултарулăх коллективĕсем юрă-ташăпа савăнтарĕç. Чăваш Енре тĕпленнĕ халăхсен культурин хăйне евĕрлĕхне кăтартакан ăсталăх класĕсем, йăла-йĕркепе паллаштаракан куравсем йĕркелеме палăртнă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *