Вăрманти йывăçсем те ытти чĕрĕ организм пекех тĕрлĕ витĕме пула «чирлеме», вăрах вăхăт иртсессĕн вара ватăлма пултараççĕ. Кун пек йывăçсене вăрман хуçалăхĕн ĕçченĕсем обход тунă чухне тупса палăртаççĕ. Кашни уйрăм лаптăкри йывăçсене шута илнĕ хыççăн вăрмана «сыватас» тата «çамрăклатас» енĕпе ятарлă ĕç планне туса хатĕрлеççĕ. Унпа килĕшÿллĕн чирлĕ тата ватă йывăçсене касаççĕ, вĕсем вырăнне вара çамрăк хунавсем лартса хăвараççĕ. Ку пĕлтерĕшлĕ ĕçе çулталăкра икĕ хутчен — çуркунне тата кĕркунне туса ирттереççĕ.
Вăрманçăсем ку енĕпе кăçал та пысăк хастарлăх кăтартнă. Ĕç планĕпе пăхса хăварнă ятарлă лаптăксем юртан тасалнă-тасалман çамрăк йывăç хунавĕ- сем лартма тытăннă. Çуркуннехи тапхăрта Сиккассинчи участок лесничествин витĕмĕнче тăракан вăрмансене 10 гектар лаптăк çинче çĕнетнĕ. Çак тĕллевпе 40-50 пин тĕп йывăç хунавĕсем (ку йышра лиственница, юман, хыр, чăрăш тата ытти) ларт-нă. Паллах, посадка вăхăтĕнче лартса хă-
варнă кашни хунав тымар ярса вăй илеймĕ, кун пеккисене тепĕр çур çултан тупса палăртса çĕннисемпе улăштарĕç. Кĕркунне лартса хăварнă посадкăсене кăçал шăпах çуркунне ешĕл хунавсемпе çĕнетсе тухнă пулнă. Ку пĕлтерĕш- лĕ ĕçе 7-8 гектар лаптăк çинче туса ирттернĕ.
Çакна та палăртса хăвармалла, вăрмансене çĕнетмелли мĕнпур йывăçăн çамрăк хунавĕсемпе вырăнти вăрманçăсене Сиккассинчи участок лесничествин питомникĕ туллин тивĕçтерсе тăрать. Çамрăк хунавсен йышне пуянлатас тĕллевпе кăçал çуркунне унта юман йĕкелĕсене, хыр, чăрăш, лиственница тата çăка вăррисене 50 сотой çинче акнă.
Николай МУРАШКИН,
Сиккассинчи участок лесничествин
ертÿçи

