Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ ҫумӗнче театр историне тата наци театрӗн ӳнерӗн аталанӑвне халалланӑ хальхи йышши музей йӗркелеҫҫӗ.
Ӑна «Театрӑн ҫӗнӗ музейӗ» федераци проекчӗпе килӗшӳллӗн пурнӑҫлаҫҫӗ. Унта хӑйне евӗр архив материалӗсем, афишӑсем, сӑн ӳкерчӗксем, декорацисен тата костюмсен эскизӗсем, сайра тӗл пулакан документсем, ҫавӑн пекех театр фондӗнчи тата Бахрушин музейӗнчи экспонатсем пулӗҫ.

