Шупашкарта çĕнĕ скульптурăпа арт-объект уçăлнă.
Чăваш Енĕн тĕп хулине юхан шыв тăрăх килекенсене халĕ «Тухья» скульптура тата «Хăйăрлă карап» арт-объект кĕтсе илеççĕ.
Скульптурăна чăваш йăли-йĕркине, наци культурине тĕпе хурса хатĕрленĕ. Арт-объект вара ачасене выляма илĕртекен вырăн пулса тăрĕ. Палăртмалла: вĕсем Шупашкар юхан шывĕн портĕнче вырнаçнă.

