Воскресенье, 7 июня, 2026
Главная > Публикации > Округри юсав объекчĕсене хак панă

Округри юсав объекчĕсене хак панă

Юнкун Канаш тăрăхĕнче Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ. Унăн ĕçне Чăваш Республикин транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕн çумĕ Роман Краснов, Чăваш Енĕн сывлăх сыхлавĕн министрĕн пĕрремĕш çумĕ Марина Сергеева, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Попов хутшăннă. Вĕсем округ пуçлăхĕпе Валерий Черновпа пĕрле халăхпа тĕл пулса пĕлтерĕшлĕ ыйтусене сÿтсе явнă.

Кун йĕркинчи тĕп ыйтусене (шыва кĕмелли тапхăра инкексĕр ирттерсе ярасси, «Новая школа» тата «Городская среда» проетксене пурнăçа кĕртесси, иртсе кайнă хутса ăшăтмалли тапхăра пĕтĕмлетесси, «Земский работник культуры» тата «Земский тренер» программăсене уçăмлатасси) хускатнипе пĕрлех ĕçлĕ ушкăн округри юсав объекчĕ- сене те çитсе çаврăннă. Сиккасси салинчи Культура çурчĕнче пыракан тĕплĕ юсав ĕçĕсемпе паллашнă. Асăннă салари Вăрăм шывĕ урлă хывнă кĕперĕн техника тытăмне хак панă. Çавăн пекех информушкăн хастарĕсем Канаш хулине илсе пыракан «А-151» автоçулăн пĕр сыпăкĕ çинче те пулнă, ăна хакланă хыççăн юсав ĕçĕсем туса ирттермелли майсене пăхса тухма палăртнă.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *