Шупашкарта «СВО паттăрĕсем. Çĕнтерÿпе астăвăм» республикăри патриот вулавĕсем иртнĕ.
Шупашкарти пултаруллă ачасемпе çамрăксен «Эткер» центрĕнче «СВО астăвăмĕн кĕнеки. Герой партти» республика проекчĕн «СВО паттăрĕсем. Çĕнтерÿпе астăвăм» республикăри патриот вулавĕсем иртнĕ.
Мероприятие республика ертÿçи Олег Николаев, вĕрентÿ министрĕ Дмитрий Захаров, СВО ветеранĕсем, шкул ачисем, педагогсем хутшăннă. Акци ЧР Вĕрентÿ министерствипе Раççейри çарпа истори обществин регионти уйрăмĕ пуçарнипе 2025 çулхи авăнăн 13-мĕшĕнчен кăçалхи пуш уйăхĕн 30-мĕшĕччен иртнĕ. 500-е яхăн наукăпа тĕпчев ĕçне хатĕрлеме 600 ытла шкул ачи, педагогсем, ашшĕ-амăшĕ, çывăх çыннисем кашни округран хастар хутшăннă. Шкул ачисем залра паттăрсем çинчен курав евĕр йĕркеленĕ стендсемпе паллаштарса каласа кăтартнă.
Мероприяти паттăрлăх урокĕ- семпе вĕçленнĕ.

