Четверг, 16 июля, 2026
Главная > Публикации > Поэт-фронтовика асра тытса

Поэт-фронтовика асра тытса

Çу уйăхĕн 16-мĕшĕнче Анат Сурăм ялĕнче паллă пулăм пулса иртнĕ. Унта пирĕн ентеш Константин Михайлович Кольцов çуралнăранпа 110 çул çитнине анлăн паллă тунă. Поэт-фронтовика çынсем Кĕçтук Кольцов псевдонимпа лайăх пĕлеççĕ.

Константин Михайлович Энтрия- лĕнчи çамрăк хресчен шкулĕнчен вĕренсе тухнă. Хăйĕн ĕçри çул-йĕр-не «За социализм» Канаш районĕн хаçачĕнче пуçланă. Шăпах çав тап- хăрта унăн çырас ăсталăхĕ уйрăмах хытă аталаннă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланиччен паттăр ентеш çĕршывăн хĕвел анăç чиккисене тăшмантан хÿтĕленĕ. Ун чухне Кĕçтук Кольцов Хĕрлĕ Çарта службăра тăнă. Хĕсметрен таврăнсан «Молодой коммунист» республика хаçатне корреспондент пулса вырнаçнă. Унта вăл хаçат тусĕсене хăйĕн сăввисемпе, калавĕсемпе тата очеркĕсемпе паллаштарнă.

«Собаке — собачья смерть» сăввине вăл 1941 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче çырнă. Çак хайлав чă-ваш писателĕсен ушкăнпа фашизма хирĕçле çырса хатĕрленĕ «За Родину» сборника кĕнĕ. Тепĕр хутчен вăрçă хирне лекнĕ салтак взвод команди- рĕнчен пуçласа батальон штабĕн начальникĕ таран çитнĕ. Паттăрлăхне Карели фронтĕнче кăтартнă. Ăна «За отвагу» медаль парса чысланă. Унăн пурнăçĕ госпитальте 1943 çулхи çу уйăхĕн 8-мĕшĕнче татăлнă. Йывăр аманнă ентешĕн пурнăçне çăлса хă- варайман. Ăна Карелире тăванла масарта пытарнă. 

Поэта тăван тăрăхĕнче яланах асра тытатççĕ. Унăн ятне сума суса çуралса ÿснĕ кил-çуртĕнче музей уçнă. Каярах парк чĕртсе тăратнă.

Астăвăм мероприятине таврари ялсенче пурăнакансем йышлăн пуçтарăннă. Вĕсем музейпа тата унăн историйĕпе паллашнă. Шкулта вĕренекенсем Кĕçтук Кольцовăн сăввисене пăхмасăр каланă. Анат Сурăм ялĕнче çавăн пекех поэтăн сăввисемпе хывнă юрăсене те шăрантарнă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *