Республикӑра пурӑнакансем ыйтнипе тухтӑрсем ҫу каҫипех халӑх патне тухса ҫӳрӗҫ.
Регион ертӳҫи Олег Николаев Алла Салаева депутатпа «Единая Россия» парти проектне малалла епле пурнӑҫлассине сӳтсе явнӑ. Кӑҫал куҫса ҫӳрекен пунктсем ҫумне «Кардиопуйӑссем», ача-пӑча тухтӑр бригадисем хушӑнӗҫ. Аякри ялсенче пурӑнакансемпе ӗҫ коллективӗсене вара уйрӑм тимлӗх пулӗ.
Пӗлтӗр медицина ӗҫченӗсем 69 пин ҫын сыв- лӑхне тӗрӗсленӗ. Чылайӑшӗн тӗрлӗ чир аталанма пуҫлани шӑпах тухтӑрпа тӗл пулсан палӑрнӑ. Кӑҫал «Шаг к здоровью» проект ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче ӗҫлеме пуҫлӗ. Тухтӑрсем 73 пин ҫын таран йышӑнма палӑртнӑ.

