Суббота, 11 июля, 2026
Главная > Публикации > Професси ăсталăхĕн конкурсĕсенче палăрнисене чысланă

Професси ăсталăхĕн конкурсĕсенче палăрнисене чысланă

Шупашкарта К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче педагогика ĕçĕн хастарĕсене чысланă.

Мероприяти регионăн чи ла-йăх вĕрентекенĕсене, педагогикăн ветеранĕсене тата хисеплĕ хăнасене йышлăн пуçтарнă.

Професси ăсталăхĕн конкурсĕ- сен çĕнтерÿçисене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев саламланă. Регион ертÿçи кашни финалиста пысăк кăтартусемшĕн уйрăммăн палăртнă, çитĕнекен ăрăвăн тата пĕтĕм республика аталанăвĕнче учительсем пысăк тÿпе хывнине каланă.

Кăçал республикăра «Çулталăк вĕрентекенĕ – 2026» ята Çĕнĕ Шупашкарти 19-мĕш шкулта математика учителĕ пулса ĕçлекен Татьяна Тарасова çĕнсе илнĕ. Çак хисеплĕ титулпа пĕрлех вĕрентекен Чăваш Ен чысне Пĕтĕм Раççейри конкурсра хÿтĕлемелли пысăк хисепе те ти- вĕçнĕ.

«Сирĕн ĕçĕр — общество тĕревĕн çирĕп никĕсĕ. Сире, хă-вăр профессие пĕтĕм чун-чĕрепе парăннăшăн, тав тăватăп», — тенĕ Олег Николаев тĕрлĕ номинаци çĕнтерÿçисене наградăсем панă май.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *