Чăваш Енри пур округра та çурхи ака-суха ĕçĕсем пыраççĕ. Анчах çумăрлă çанталăк малтани вăхăтра çур аки ĕçĕсене пурнăçлама кансĕрлерĕ. Çурхи культурăсене кăçал пĕлтĕрхинчен виçĕ эрне каярах акма пуçланине палăртаççĕ специалистсем.
Чăваш Енри Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Сергей Артамонов тата вице-премьер, ял хуçалăх министрĕ Андрей Макушев Красноармейски тата Шупашкар тăрăхĕсенчи ял хуçалăх предприятийĕсен уй-хирĕсене çитсе ĕç-хĕлпе паллашнă.
«Кăçал çур аки пĕлтĕрхинчен каярах пуçланчĕ. Тĕш тырă, куккурус тĕлĕшпе пăшăрханмалла мар. Çĕр улми тата пахча çимĕç акас-лартас ĕçе васкатма тивет. Маларахри çулсенче хуçалăхсем тыр-пул, пăрçа йышши культурăсене акатчĕç, каярахпа çĕр улми лартма тухатчĕç. Кăçал вара çак ĕçсене пĕр вăхăтра пурнăçлама тивет, срокран юлма юрамасть. Çурхи ĕçсене ирттерме техника, удобрени, çунтармалли-сĕрмелли материал çителĕклĕ. Халĕ тĕп тĕллев – ял хуçалăх таварĕ туса илекенсене патшалăх пулăшăвĕпе вăхăтра тивĕçтересси. Чăваш Ен Пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшӳллĕн аграрисене кӳрекен тĕрев малтанхи шайрах юлать», – тенĕ Сергей Артамонов.

