Воскресенье, 12 июля, 2026
Главная > Публикации > Республикăри шкулсем çĕнелеççĕ

Республикăри шкулсем çĕнелеççĕ


Хальхи вăхăтра республикăри 12 муниципалитетра 36 шкула тĕпрен юсаççĕ. Чăваш Республикин вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров пĕлтернĕ тăрăх, строительство ĕçĕсен 27 ытла процентне вĕçленĕ.
Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 15 шкула юсаса пĕтермелле, 21-шĕнче чӳк уйăхĕн 1-мĕшĕнчен вĕрентӳ ĕçĕ-хĕлĕ пуçланĕ. Икĕ учрежденире юсавпа çыхăннă ĕçсем 2027 çула куçаççĕ. «Вĕрентӳ заведенийĕсене сĕтел-пуканпа, оборудованипе, ытти хатĕрпе тивĕçтерме пуçланă. Çак тĕллев- пе 294 миллион тенкĕ уйăрнă. Пĕр шкулăн пурлăхпа техника никĕсне вăтамран 8,2 миллион тенкĕлĕх пуянлатмалла», – тенĕ Дмитрий Анатольевич. Çапла майпа шкулсенче стенасем кăна мар, парттăсемпе шкапсем те, доскасем те çĕнелĕç. Кунсăр пуçне физика, хими кабинечĕсенче вĕрентӳпе лаборатори оборудованине выр-
наçтарĕç, классенче интерактивлă панельсем, 3D принтерсем пулĕç.
Федерацин вĕрентӳ организацийĕсене модернизацилемелли программипе килĕшӳллĕн çавăн пекех ача сачĕсене, Шупашкар аграри колледжĕн вĕренӳ корпусне, «Звездочка» лагерĕн столовăйне юсаççĕ, «Волна» лагерьте икĕ корпус çĕклеççĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *