Шупашкарта пурӑнакан 18 ҫулти каччӑна полици тытса чарнӑ, вӑл пилотсӑр вӗҫекен аппаратсем Шупашкара тапӑннине видео ӳкерсе халӑх тетелне вырнаҫтарнӑ.
Тӗнче тетелне вырнаҫтарнӑ ролик авторне часах тупса палӑртнӑ. Каччӑна Шупашкарти 1-мӗш полици участокне илсе килнӗ. Ун тӗлӗшпе административлӑ протокол ҫырнӑ. Каччӑ каҫару ыйтнӑ, никама та кӳрентерме шутламаннине каланӑ – ҫакна видео ӳкернӗ. Административлӑ ӗҫе миравай суд пӑхса тухӗ.
Аса илтеретпӗр, иртнӗ ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗнчен республикӑра БПЛАсем тапӑннине ӳкерме, видеона тӗнче тетелне вырнаҫтарма юрамасть.

