Воскресенье, 7 июня, 2026
Главная > Публикации > Салари культура çурчĕ çĕнелет

Салари культура çурчĕ çĕнелет

Сиккасси салинче культура çурчĕ çĕнелет. Тĕплĕ юсава «Культура малой Родины» парти проекчĕпе килĕшÿллĕн туса ирттереççĕ. Капăрланнă культура учрежденийĕнче çынсем  пушă вăхăта усăпа ирттерме тата хăйсен пултарулăхне тĕрлĕ енлĕ аталантарма пултарĕç.

Юсав ĕçĕсем пынă вăхăтра вĕсене «Единая Россия» партин «Народный контроль» хастарĕсем тĕплĕн тĕрĕслесе тăраççĕ. Комиссие муниципаллă координатор Андрей Поляков ертсе пырать. Нумаях пулмасть ĕçлĕ ушкăн культура çуртĕнче пулнă.

Хальхи вăхăтра строительсем çуртăн фасадне çĕнетнĕ. Обшивка стенасене тул енчен капăр сăн кĕртнипе пĕрлех унăн ĕмĕрне те чылай тăсма май парĕ. Кабинетсене сăрласа илемлетнĕ, сцена лапамĕнче тата библиотекăра урайсене улăштарнă. Тĕплĕ юсав ĕçĕ малалла пырать.  

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *