Главная > Публикации > Салтакăн патшалăх наградине тăванĕсене панă

Салтакăн патшалăх наградине тăванĕсене панă

Канаш тăрăхĕнче ятарлă çар операцийĕнче пуçне хунă салтакăн патшалăх наградине унăн çемйине панă.

Сергей Федоров рядовой СВОра Тăван çĕршыв интересĕсене хÿтĕленĕ чухне ĕмĕрлĕ-хех куçне хупнă. Çапăçу хирĕнче паттăрлăх кăтартнăшăн ентеше Мужество орденĕпе вилнĕ хыççăн наградăланă.

Çар наградине паттăрăн çемйине Канаш тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий Чернов тата Канаш хулин, Канашпа Тăвай районĕсен çар комиссарĕ Евгений Семенов панă. Мужество орденне боецăн хĕрне панă, мероприятире çавăн пекех салтакăн амăшĕ тата çывăх тăванĕ те пулнă.

Çĕршыв суверенитечĕшĕн тата унăн хăрушсăрлăхĕшĕн пуçĕсене хунă Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисене Канаш тăрăхĕ ĕмĕр-ĕмĕр асра тытĕ. 

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *