Пилотсӑр вĕҫекен хатĕрсене пула шар курнисене пулӑшас тĕллевпе Шупашкарта ҫу уйӑхĕн 5-мĕшĕнче инкеке лекнисемпе тĕрлĕ ведомство специалисчĕсем тĕл пулаҫҫĕ.
Беспилотниксем сиенлетнĕ хваттерсен хуҫисене ытларах пурӑнмалли кĕтесне юсасси, компенсаци ыйтӑвĕ, ваннӑ кантӑксене улӑштарасси шутлаттарать.
Калаҫӑва медицина психологĕсем те хутшӑнаҫҫĕ.
Черетлĕ тĕлпулусем ҫу уйӑхĕн 14-мĕшĕнче Строительсен урамĕнчи 6-мĕш ҫурт картишĕнче, 15-мĕшĕнче – Мир проспектĕнчи 98-мĕш ҫурт картишĕнче иртнĕ.

