Канаш районĕнче тĕлĕнмелле ятлă пĕчĕк юхан шыв пур. Унăн тăршшĕ вунă çухрăм ытларах пулать. Ăна Кăвакал теççĕ. Унăн пĕр юппи вĕçĕнче Чакаç ялĕ вырнаçнă. Тата аяларах Мăкăрпа Тăрăн ялĕсем лараççĕ.
Мăкăрти пĕр 110 çул каяллах чукун çул валли тунă кĕпере кайса курас килсессĕн çулĕ Чакаç ялĕ çумĕнчен иртсе каять. Ку ялăн историйĕ пирки ялти халăхĕ мĕн шутлать-ши тесе Чакаç сельски поселенин сайчĕ çине кĕрсе пăхрăм. Унта çапла çырнă: «На месте нынешней деревни Чагаси раньше был только глухой лес. Несколько домов располагалось где попало… В эту деревню люди стали переселяться из далеких деревень, из Туруново и из деревни Янгильдино Чебоксарского района, род Чакки и Спиридона… По своему мягкому говору деревню стали называть Изянгильдино (из Янгильдино). Для чувашей Изянгильдино выговаривать было трудно и они породу Чакки стали называть деревню Чаккасси, которая со временем превратилась в Чагаси. По рассказам старожилов деревня возродилась в 1790-1800 годах».
Ял хушшинче урăх нимĕнле хыпарсем те çÿремеççĕ пулсассăн халăхăн ирĕксĕрех ку калавпа килĕшмелле пулать.
Тепĕр паллă кĕнеки Чăваш энциклопедийĕ пулать. Унта мĕн çырнă-ши?
«Чагаси, Чакаç – деревня в Канаш. р-не, центр Чагас. сел. поселения. Основана переселенцами с Арской даруги Казан. у. в 16–17 вв. Историч. названия: Янгильдина, Чагасы тож, Янгильдина-Чагасы, Чагаси (Изянгильдино). Жители – чуваши. В составе Новомамеев. волости Цивил.у. в 19 в. – 1927. Число дворов и жителей: в 1795 – 20 дворов, 58 муж., 36 жен.».
Ытларах «Основана переселенцами с Арской даруги Казан. у. в 16–17 вв.» тексчĕ тĕлĕнтерет. Ăçтан кун пек сведенисене тупнине пĕлместĕп. Сăмахран, 16-мĕш ĕмĕрте çĕр тата 17-мĕш ĕмĕрте те тепĕр çĕр çул. Кун пек пулсассăн ялĕ икçĕр çул хушши никĕс- ленсе пынă пек туйăнать. Çакăнта çырнисем суя. Авторĕ И.Н. Евграфова – Чăваш Республикин истори архивĕн директорĕн çумĕ пулнă.
Икĕ калав – икĕ тĕрлĕ. Эпĕ тепри тепĕр майлă çыраканни пулăп. Вара Чакаçăн виçĕ тĕрлĕ ял историйĕ пулса тухать. Анчах та эпĕ ĕлĕкех пулнă ял историйĕсем тĕплĕн тĕпчесе е кайран ку темăпа каялла таврăмалла ан пултăр тесе çырма тăрăшатăп.
1649 çулта Çĕрпÿ уесĕнчи Катекри хăш-пĕр чăвашсен çемйисем Çĕрпÿ уесĕн воеводи ирĕк панăшăн Хĕрлĕ юхан шыв патне пурăнма куçнă. Çав вырăнтах пушă çĕр пулнă пирки майор Матвей Степанович Камецкийне те çĕр виçсе панă пулнă. Ку саманасем Пĕрремĕш Петĕрĕн ашшă Алексей Михайлович патша пулнă вăхăтра пулса иртнĕ.
1755 çулта майор Аркатовăн арăмĕпе Анисья Демидовăпа Катекри чăвашсем хушшинче çĕршĕн тавлашу тухнă. Анисья Демидова майор М.С. Камецкийĕн мăнукĕ пулнă. Анчах та хăш енчен: ашшĕ е амăш енчен мăнукĕ пулни паллă мар. Вара вăл чăвашсем манăн упăшкана патшалăх панă çĕр çине мана кĕртмеççĕ тесе патша патне çăхав çырса янă. Ун хыççăн 1649-1651 çулсенче çырнă кама çĕр панă хучĕсене çĕкленĕ. Çав жалобăна сÿт-се явма тавралăхри ялти ват çынсене е ял хуçисене чĕннĕ. Кайран вĕсене ăçти ялтан тата мĕн ятлă тесе ал пустарнă. Çав ялсем хушшинче Изенгильдино е Чагаси ятлă ялсем çуккă. Тата çав 1649 çулхи хутсем çине çапла çырнă. Катек, Мăкăр тата Аслă Мами ялĕсен çырмисем тăрăхĕнче вăрмансем кашласа ларнă. Ĕлĕк тата кашни ялах май килнĕ пулсассăн вутă тумаллăх пĕчĕк вăрман уйăрса панă. Ыттисем вара патшалăхăн пулнă. Ăнланмалла пуль тетĕп. Обществăн çĕрĕ çине ют çынна кĕртес çук.
1723 çулхи перепиç тăрăх Шупашкар уесĕнчи Тăрăн вулăсра Изенгильдино ятлă ял пулнă. Ял старăсти Резеней Зеров, суйланă Ямандай Тойдемиров вырăс патшин çыравçисене çапла ăнлантарса панă. Пирĕн ялта 16 кил. Арман çук. Пĕрре çурă ясак тÿлемеллĕх çĕр пур тенĕ е çав çырни вырăсла çапла курăнать (текстне кĕскетсе çыртăм): «В 1723 году марта 10 дня по указу его императорского величества каков прислан из канцелярии Правительствующего сената в канцелярию ведомства господина бригадира Ивана Алексеевича Фонменгдина с товарищи Чебоксарского уезду Туруновской волости д. Изенгильдиной староста Резеней Зеров, выборный Ямандай Тойдемиров с товарищи по своей вере и по шерти сказали правду под страхом смертной казни. Платят де они с 1,5 ясака без четверти по окладу переписчика Ивана Морскова с прошлого 1722 года по 7 рублев по 1 алтыну по 4 деньги с ясака в год. Мельницы нет. Да провианту ржи по осьмине, муки по две четверти и овса по чети с ясаков, а пустых де у них и вновь прибылых ясаков нет, а дворового числа в деревне 16 дворов…».
Иртнĕ калавсенче ясак пирки çырса ăнлантарса панăччĕ. Вăтамран çак вырăнта пĕр ясакра 8 теççетин сухаласа тырă акмалли тата виçĕ теççетин утă çулмалли çĕр уйăрса пама пултарнă. Çапла вара. Кашни килĕн вăтамран пĕр теççетин е хальхи йĕркепе пĕр гектар çĕр пулнă. Çав гектар çĕр çинче кил карти çавăрмалла, выльăх пăхса ÿстермелле тата сухаласа тырă акмалли тата ытти ĕçсене йĕркелесе ямалла пулнă.
Тĕп тĕрĕсех пĕлместĕп, анчах та эпĕ шутланă тăрăх Тăрăн вулăсĕнчи Изенгильдино ялĕ хальхи вырăнта 17-мĕш ĕмĕр вĕçĕнче никĕсленме пултарнă. Хăш ялтан куçса килни те паллă мар. Мĕншĕн тесен 18-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче Тăрăн вулăсра 15 ял пулнă. Вĕсен шутĕнче ватă ялсем: Тăрăн, Иккĕмĕш Тăрăн, Анат-Киняры, Иккĕмĕш Киняры, Чикÿллĕ Алманч, Пĕрремĕш Тинсарино тата ыттисем те.
Тăрăн сăмах мĕне пĕлтерет-ши?
2022 çулхи 12-мĕш номерте Шупашкар районĕн «Тăван Ен» хаçатра ман ятпа «Чăрăшкас несĕлĕсем ăçта пурăннă?» ятлă калав çаптарса кăлăрнăччĕ. Чăрăшкасси ялне реформăсем пулса иртиччен Иккĕмĕш Туруново тенĕ. Унта Тăрăн пирки çапла çыртăм: «Тăрăн вулăсăн хуçи чăваш княçĕ Тăрăн пулнă. Вăл Тăваттăмĕш Йăван патша пулнă вăхăтра палăрнă. Княç титула илме вырăс патши майлă пулмалла пулнă. Патшана хирĕç пулсассăн эткер титулне никам та паман пулĕ тесе шухăшлатăп. Тăрăн ята вырăсла Турун тесе çырнă. Унăн ывăлĕ-сем тата мăнукĕсем Турунов хушаматпа çырăнма пуçланă. Княç Тăрăн ашшĕ вара мĕн ятлă пулнине тупса вулама йывăр пулать. Мĕншĕн тесен Тутар ханствин историне кĕрсе кайма тивет. 1590 çулсенче Тăрăн вулăсăн хуçи Тăрăн княçĕн ывăлĕ Балтыш пулнă. Тăрăн княçĕн хăйĕн ялĕнче пысăк кермен пулнă. Çавăнпа та малтан чăвашсем Тăрăн ялне Мăн çурт теме пуçланă.
Тата малалла çырнă май Тăрăн ят мĕне пĕлтернине ăнлантарса парасшăн.
Тăрăн ят «тăр» вырăсла «вставай» е «тăрăн» вырăсла «упираться» сăмахсенчен тухнă. Ача çуралсан савăннипе ĕлĕкхи йĕркепе ача çуратма пулăшакансем унпа выляса калаçма е выляса хускатма та тăрăшнă пуль. Тăр тесе сĕннĕ. Тата çав сăмаха темиçе хут каласассăн тăрăн сăмах та тухать. Анчах çуралнă ача мĕн тума пултарнă-ши? Тăрайманни хирĕç пулнă пек туйăннă ахăртнех. Çавăн пек чăваш хушшинче çĕнĕ качă ячĕ Тăрăн тухнă. Ĕлĕк анчах çуралнă ача ятне панă чухне ватăсен çавăн майлă йĕркисем те пулнă.
1747 çулхи перепиç тăрăх ялта тĕне кĕмен 78 арçын тата çавăн чухлĕ хĕрарăм пурăннă. Çав перепиç хыççăн пурне те тĕне кĕртсе янă. Ăçта тата камăн мĕнле налуксем тÿ- лемеллисене малашне христан верин пачăшкисем çĕнĕ ят панă списокпа тÿ- лемелле тунă.
Мĕне пĕлтереççĕ-ши Изенгильдино тата Чакаç сăмăхсем? Ялти халăх çак сăмахсем мĕнле ăнлантарса панине малтанах çырнăччĕ. Тата унсăр пуçне ку сăмахсене Чăваш Рес- публикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ (2005) И.С. Дубановпа Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн директорĕ, филогика ăслăлăхĕ-
сен докторĕ Ю.Н. Исаев член-корреспондент АН СССР академик Н.И. Ашмарин çине шанса çапла çыраççĕ: „Чак – название селений, Аслă Чак (бывш.Цивильский уезд), Кивĕ Чак – название деревни Старое Чекурское. Можно предположить, что Чак, Чакка является старинным чувашским языческим именем. Чак – густой (о лесе)* убавляться, уменьшаться, чакаç – уменьшается, убавляется (Ашмарин, XV, 126-127. 131)”.
Ашмарин Николай Иванович 1870 çулта Етĕрне хулинче çуралнă. Ашшĕ вырăс пулнă теççĕ. Етĕрне хулинче чăваш ачисемпе выляса чăвашла калаçма вĕреннĕ. Тепĕр енчен чăваш историкĕсем Етĕрне вырăс хули пулнă тесе çыраççĕ. Хăй пурнăçĕнче чăваш чĕлхипе çыхăннă 17 томлă чăваш словарьне çырса кăларнă. Анчах та çав словарьте тĕрĕс çырса ăнлантарса панă сăмахсем сахал.
Чакаç сăмаха ăнлантарса панă вырăнта та кирлĕ мар сăмахсене анчах куртăм.
Изенгильдино сăмăхĕ мĕне пĕлтернине хăйне майлă тĕп тĕрĕс ăнланма йывăртарах. Сăмахран, Çĕрпÿ уесĕн 1790 çулсем пуçламĕшĕнче ÿкернĕ картти çинче Изенгильдино тесе çырнă е çав уесĕнех 1912 çулхи картти çинче Изъянгильдино. Ĕлĕкхи канцеляри хучĕсем çинче те çак сăмаха е ята иккĕллĕ çырнăшăн ăнланса пĕ- терме йывăр. Анчах та эпĕ ăнланнă тăрăх тĕрĕсси Изенгильдино пулмалла. Мĕншĕн-ха ун пек? Изъянгильдино сăмахĕ Янгильдино ялĕнчен куçса килнĕ пек ăнлантарасшăн. Анчах та Тăрăн вулăсĕнче Янгильдино ятлă ял пулман. Изенгильдино сăмахне те вырăсларах çырнă. Чăвашла хушаматне тĕрĕс Исенкилтин е Исенкилдин тесе те вуламалла. Çав хушамат чăваш çын ячĕнчен тухнă. Сăмахран, 1756 çулта Шупашкар уесри Шуртан вулă- сĕнчи Хурмал салин сотникĕ вырăсла „Михайло Яковлев по чувашски Моленде Изенгильдин“ пулнă. Куславкка районĕнче Чувашское Исенево ятлă ял пур. Кунта Исен ятран Исенево хушамат тухнă. Тата Канаш районĕн- чех Ахпердино, Байгильдино ятлă ялсем пур. „Исен” тата „дин” сăмахĕ- сем арап чĕлхипе çыхăннăскерсем. „Дин“ сăмахĕ чăваш майлă çырсан „тин“ тесе вулама та пулать. Чăвашсем пĕр хушă малтан Ылтăн Урта е вăл саланса кайсан Хусан ханствинче пурăннă. Унта юлашки вăхăтра хутсене арап çырулăхĕпе çырнă. Çапла вара арапсен çын ячĕсем чăвашсем хушшине те кĕрсе кайнă. Исенкилтин виçĕ „исен”, „кил” тата „тин” сăмахсенчен пуçланса кайнă ят пулать. „Исен” сăмахĕ арçын пуçламĕшне пĕлтерет, „кил” – вырăсла „дом, изба” е „тин” – вырăсла „только”. Ку сăмахсене пĕрле çыпăçтарсан çапла ăнланмалла. Çемьере арçын ача çураласса кĕтнĕ е арçын ача çуралсан ашшĕпе амăшĕ хăйне майлă тĕлĕннĕ те савăннă. „Тин кил хуçи“ çуралчĕ тенĕ. Кун пек сăмахсем çемьере пĕрремĕшсем хĕрсем çуралнăшăн тухнă. Çавăнпа арçын ачана Исенкилтин ят лекнĕ.
Чагаси ячĕ те чăваш сăмахне вырăс манерлĕ çырнă сăмах. Ку сăмахĕ пĕрремĕш хут 1780 çулсем пуçламăшĕнче Изенгильдино, Чигаси тож е Изенгильдино, Чагаси тож ятпа палăрнă. 1790 çулсем пуçламăшĕнче ÿкер- нĕ Çĕрпÿ уесĕн картти çинче Чагаси мар Чигаси ятпа палăртнă. 1880 çулта ÿкернĕ Хусан кĕпернин военно-топографи картти çинче те çавăн пекех Чигаси çырнă. 1858 çулхи перепиçре те ялне Чигасипех çырнă. Эпĕ шутланă тăрăх Чигаси сăмахĕ „чикĕ” сăмахран тухнă. Вырăсла „граница”, „граница земельного участка” е „межа”. Кун пирки малтан пĕртак çырнăччĕ. Хальхи вырăна Тăрăн вулăсĕнчи чăвашсем куçса киличчен тавралла ларакан ват ялсем Янкăлч, Татмăш, Катек, Мăкăр, Аслă Мами тата Вăтапуç пулнă. Варринчи çĕрĕ те вăрманĕ те патшалăхăн пулнă пулас е ку вырăнта вĕсем пушă çĕр тупнă. Анчах та патшалăх ирĕк тата çĕрне памасăр кунти вырăна ват ялсем хушшине хĕсĕнсе кĕрсе ял çавăрса пурăнма йывăр пулнă. Ялсен чикĕсем пуçĕнче ял çавăрнăшăн вĕсене кÿршĕри чăвашсем чикĕçсем теме пуçланă и вырăс межевайсем „ç” чăваш сас палли вырăс чĕлхинче çук пирки „с” саспа улăштарса Чигаси тесе çырнă. 1926 çулхи Чăваш АССР картти çинче Чакаси е 1936 çулхинчи вара Чагаси ятпа çырнă.
Чакаç ялĕн историйĕ кĕскен çакăн пек пулса тухрĕ.
Александр СТЕКЛОВ,
«Сказание о чувашах»
трилоги авторĕ

