Хусанта Пĕтĕм тĕнчери «Раççей – Ислам тĕнчи: KazanForum» XVII экономика форумĕ иртнĕ.
Унта пирĕн республикăран пысăк делегаци кайнă. Çав йышра министрсем, пысăк предприятисен ертӳçисем, бизнесра вăй хуракансем пулнă. Делегацие Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынă.
Регион ертӳçи Олег Николаев Кăркăс Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн пĕрремĕш заместителĕпе Данияр Амангельдиевпа тĕл пулнă. Вĕсем бизнесри çыхăнусене çирĕплетесси, инвестицисене аталантарасси çинчен çеç мар, ăратлă выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси тата эмбрионсен технологийĕ тĕлĕшпе те ыйтусене сӳтсе явнă.

