Чӑваш Енри 5 ҫемье «Это у нас семейное» ҫӗршыври конкурса хутшӑнса унӑн финалне лекнӗ. Вӗсене Ӗпхӳре палӑртнӑ.
Сумлӑ йыша Рыжовсем – Квасовсем, Федоровсем – Столяренкосем – Рассказовсем, Пермяковсем, Рахминсем, Митрофановсем – Федотовсем кӗнӗ.
Ҫемье командисем хӑйсем епле пурӑннипе, мӗнпе кӑсӑкланнипе тата мӗне курса савӑннипе паллаштарнӑ. Телейлӗ кашни ҫемьен пӗр пеклӗхӗ – ҫемьере «эпир» тенине мала кӑларни. Ҫавӑнпа та вӗсем пӗр-пӗрне хисеплеҫҫӗ, ватти те, вӗтти те кун пек ҫемьере хисеплӗ те сумлӑ.
Финала тухма пултарнӑ ҫемьесен конкурсӑн финалне хутшӑнмалла. Вӑл утӑ уйӑхӗн 5-8-мӗшӗсенче Мускавра иртӗ.

