Воскресенье, 7 июня, 2026
Главная > Публикации > Çӗрулми ӑсатнӑ

Çӗрулми ӑсатнӑ


Чӑваш Енрен Казахстана тата Узбекистана ҫӗрулмин пӗрремӗш партине ӑсатнӑ.
Ҫак уйӑх пуҫламӑшӗ тӗлне Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ 7 фитосанитари сертификатне хатӗрленӗ. Пӗтӗмпе ҫак ҫӗршывсене 115 тонна продукци ӑсатнӑ: 97 тонна вӑрлӑх ҫӗрулми тата 18 тонна ҫимелли ҫӗрулми. Пӗтӗм продукцие лабораторире тишкернӗ.
Палӑртса хӑварар: экспорта «Пӗтӗм тӗнчери коопераци тата экспорт» наци проекчӗн «Агропромышленноҫ комплексӗн продукцийӗн экспорчӗ» регион проекчӗпе килӗшӳллӗн пурнӑҫлаҫҫӗ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *