К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ пĕлтĕр Мускаври Щепкин ячĕллĕ театр училищине хĕрсемпе каччăсене артиста вĕренме янă. Кăçал тепĕр ушкăн пухать.
Кун-çулне театр искусствипе çыхăнтарма шухăш тытнă çамрăксен пултарулăхне сумлă экспертсем – театр директорĕ Елена Николаева, тĕп режиссер Наталья Сергеева, Чăваш халăх артисчĕ Иван Иванов, «Щепкинкăра» актер ăсталăхне вĕрентекен Юрий Титов – хакланă. Итлеве Елчĕк, Хĕрлĕ Чутай, Элĕк, Шупашкар округĕсенчен килнĕ вунă ытла çамрăк хутшăннă. Вĕсем сăвă каланă, проза сыпăкĕсене вуланă, юрланă, ташланă.
Чăваш халăх артисчĕ Иван Иванов палăртнă тăрăх, итлевĕн тĕллевĕ – çамрăксен чун-чĕринче Турă панине асăрхасси. Актер ăсталăхне туптама вĕсене малашлăхра специалистсем пулăшĕç.

