Майӑн 19-мӗшӗнче ӗнерхи пионерсем «Пионер юхӑмӗн кунне» паллӑ тунӑ. Талля Ольга Ивановна хӑйӗн аса илӗвӗнче 1936 ҫулта пионера кӗни ҫинчен ҫырса хӑварни пур. Вӑл вӑхӑтра пионер- вожатӑй кам пулнине ҫырман. 1937-40 ҫулсенче Сиккассинче пионерсен ертӳҫи Анна Егорова пулнӑ, ун хыҫҫӑн – (1941-1944 ҫҫ.) Анфиса Матросова. 1944-1947 ҫулсенче пионерсен вожатӑйӗ пулса математика, истори тата нимӗҫ чӗлхи вӗрентекенӗ Талля Ольга Ивановна ӗҫленӗ (фото).
Талля Ольга Ивановна (манӑн аппа) пионервожатӑй пулса ӗҫленӗ вӑхӑтра манӑн та пионера кӗме тӳр килнӗ. Кӑшт ҫавӑн ҫинчен ҫырса пӗлтерем. Пирӗн шкулти 3 «а» класпа 3 «б» класс ачисене 1948 ҫулхи майӑн 19-мӗшӗнче пионера илчӗҫ. Ҫав вӑхӑта питӗ лайӑх астӑватӑп. Пӗр эрне маларах пулӗ Ольга Ивановна 3-мӗш класра вӗренекен ачасене пӗрер листа таса хут валеҫсе пачӗ.
Хут ҫине «Торжественное обещание пионера» ҫыртарчӗ. Вара хучӗсене киле илсе кайса лис-та йӗри тавра ӳкерчӗксем ӳкерме тата пӑхмасӑр вӗренсе килме хушса ячӗ. Майӑн 18-мӗшӗнче пире хамӑр учитель Матросова Юлия Петровна ҫапла каларӗ: «Ыран пирен пысӑк праҫник пулать. Тирпейлӗ тӑхӑнса килӗр, ҫӑпатасене паянах ҫуса типӗтӗр», – терӗ. Праҫнике ҫара уран килмелле маррине каларӗ. Вӑл вӑхӑтра ҫӑпатасем пурин те ҫителӗклӗ пулман пирки, ытларах арҫын ачасем, кӑшт сукмак пула пуҫласанах ҫара уран ҫӳренӗ. Тепӗр кунхине пионерсен дружина сборӗ пулса иртрӗ. Хӗвеллӗ кун, шкул картишӗнче пӗтӗм шкул ачисем пуҫтарӑнса вырнаҫса тӑчеҫ.
Вӑл вӑхӑтра 1948-1949 ҫулсенче Сиккассинче 7 ҫул вӗренмелли шкул пулнӑ. Шкулта 17 учитель ӗҫленӗ, пурӗ 410 вӗренекенсем пулнӑ. Пире, 3-мӗш класс ачисене, мала тӑратрӗҫ. Торжественнӑй обещанине хорпа каласа пӗтернӗ хыҫҫӑн пире аслӑ класс ачисем галстуксем ҫыхтарчӗҫ.
Сбор вӗҫленнӗ хыҫҫӑн тӗрлӗрен соревновани ирттерчӗҫ, вӑйӑсем вылярӗҫ. Эпир вара хамӑр мӑйри хӗрлӗ галстук ҫине пӑха-пӑха илсе савӑнса тӑтӑмӑр. 1948 ҫулхи июль уйӑ- хӗнче Талля Ольга Ивановнана Канаша райком комсомолӗн 1-мӗш секретарӗ пулса ӗҫлеме илсе кайрӗҫ. Вара шкулта пионер вожатӑйӗ пулса Шоркина Н. Харитоновна ӗҫлерӗ (фото). Юлашкинче пионерсен организацине Павлова Елена Ильинична (фото) ертсе пычӗ. Унӑн уҫӑ та янравлӑ сасси таҫта ҫити илтӗнетчӗ.
Мӗн чухлӗ кирлӗ ӗҫ туман-ши пионерсем! Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче хӑйсем тӑшмпанмпа кӗрешнӗ. Эпир пурте пионер геройсене пӗлетпӗр: Валя Котик, Зина Портнова, Марат Казей, Володя Дубинин тата ыттисем те. Хула ачисем фабрикӑсемпе заводсенче ӗҫленӗ, ял ачисем вара колхоз уй-хирӗнче, йӗтӗмре – ытларах тырпул туса илес тесе тӑрӑшнӑ. Кашни ҫул ҫӗршыв валли металлолом, макулатура, йӗкел пуҫтарнӑ. Колхоза кӗл, чӑх-чӗп наусӗ, уйра пучах пуҫтарса панӑ. Вӑрҫӑран таврӑнайман, е инвалид пулса килнӗ ҫынсен ҫемийисене шефа илсе пулӑшнӑ. Ҫав вӑхӑтрах пионер организацийӗ ҫамрӑк ӑрӑва тӗрӗс воспитани парас ӗҫре пысӑк вырӑн йышӑннӑ.
Мана хам пурнӑҫра Яманкассинчи 8 ҫул вӗренмелли шкулта та ӗҫлеме тиврӗ. Унта уйрӑм дружина пионервожатӑйӗ пулман. Вожатый ӗҫне тума ҫамрӑкрах та пултаруллӑрах учительсене шанса паратчӗҫ. Эпӗ Яманкассинче ӗҫлеме пуҫланӑ чух пионервожатӑйӗ пулса Кузьмина Мария Емельяновна ӗҫлетчӗ. Мӗнле ӗҫленӗ-ха пионер юхӑмӗ? Дружина отрядсенчен тӑнӑ. Шкулта пионерсенчен тӑракан миҫе класс – ҫавӑн чухлӗ отряд. Отряд вожатӑйсем класри пионерсене звеносем ҫине пайланӑ. Звенора 12 е 10 ача пулнӑ. Кашни звенора звеновойсем пулнӑ. Вӗсем хӑйсен звенори пионерсемшӗн тӑрӑшнӑ. Кам та пулин 2 паллӑ илсен ӑна часрах тӳрлетме пулӑшнӑ. Тепӗр майлӑ каласан: «Один за всех – все за одного».
Кашни отряд класс руководителӗпе пӗрле план тунӑ. Унта ытларах мӗнле кӗнеке (отрядпа) вуламалла, ялти ватӑсенчен кама шефа илсе пулӑшмалла, колхоза ҫӗрулми пуҫтарма тухмалла, экскурсине ӑҫта каймалла тата ытти те. Кайран ҫав ӗҫсене тунине отряд дневникӗ ҫине ҫырса, ӳкерсе хушмалла пулнӑ. Ҫапла шкул ӗҫӗ, ачасене воспитани парас ӗҫ кал-кал пынӑ. Ачасем шкултан тӗрӗс ҫулпа утмаллине пӗлсе утнӑ.
Галина ТАЛЛЯ

