Республика кунӗнче Шупашкара Пелагея юрӑҫ килмӗ. Кун пирки Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев МАХри хӑйӗн каналӗнче хыпарланӑ.
Республика ертӳҫи уяв программине ылмаштарасси пирки пӗлтернӗ. Ҫакӑ лару-тӑру канӑҫсӑрррипе ҫыхӑннӑ.
«Маншӑн, регион ертӳҫишӗн сирӗн хӑрушсӑрлӑхӑр тата лӑпкӑлӑхӑр пахарах. Чӑваш Енре пурӑнакан кашни ҫынпа республика хӑнин пурнӑҫӗпе сывлӑхне хӳтӗлессишӗн эпир йӑлтах тӑвӑпӑр», – тенӗ вӑл.
Хулара артистсен концерчӗ пулӗ, анчах та вырӑнти ӑстасен. Республика кунне еплерех уявлассине ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче «Лучшие на селе» слетра сӳтсе явнӑ.

