Воскресенье, 7 июня, 2026
Главная > Публикации > Курса тĕлĕнмелли, усăлли тата çĕнни нумай пулчĕ

Курса тĕлĕнмелли, усăлли тата çĕнни нумай пулчĕ

Çу уйăхĕн 22-24-мĕшĕсенче Тăвай тăрăхĕнчи «Упа кĕтесĕ» кану базинче «Ялта чи лайăххисем» агрослет иртрĕ. Ялсенче ĕçлесе пурăнакан çамрăк специалистсем унта кăçалхипе пиллĕкĕмĕш хут пуçтарăнчĕç. Вĕсене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев саламларĕ, çак пилĕк çул хушшинче пулса иртнĕ ырă улшăнусем çинче чарăнса тăчĕ. Тăван çĕре юратнăшăн, пуçаруллă тата мал ĕмĕтлĕ пулнишĕн çамрăксене тав турĕ. Агрослета ял-салара тĕрлĕ сферăра вăй хуракан 1500 ытла çамрăк хутшăнчĕ.

Пысăк калăпăшлă мероприятие «Единая Россия» партин «Раççей ялĕ» проекчĕ пулăшнипе йркелесе ирттерчĕç. Ăна кăçал Раççейри Халăхсен пĕрлĕхĕн тата Чăваш Енри Халăхсен туслăхĕн çулталăкĕсене халалларĕç. Агрослета пĕр харăсах Республика кунĕпе те çыхăнтарнине палăртса хăвармалла.

Агрослетăн мероприяти программи пысăк тата пуян пулчĕ. Сăмахран, «Чăваш Енĕн авалхи йăли-йĕрки» ярăм уява пуçтарăннисене чăваш халăхĕн, республикăра тĕпленнĕ ытти наци кун-çулĕпе паллаштарчĕ. «Пирĕн вăхăтри паттăрсем» — ятарлă çар операцийĕн тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрĕ- сене халалланă лапамра — çар çыннисен пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен калаçрĕç. Çамрăксем çав кун депутатсемпе те тĕл пулчĕç.

Спорт программи çĕнĕлĕхпе савăнтарчĕ. Агрослетра кăçал пуçласа наци кĕрешĕвĕн турнирĕ иртрĕ. Çавăн пекех квадроциклсемпе те ăмăртрĕç. Сăмах май, Канаш тăрăхĕн- чен хутшăннă Геннадий Устимов квадроциклист çак тупăшура виççĕмĕш вырăна тухрĕ. Кире пуканĕн спорчĕнче канашсен — «кĕмĕл медаль» пулчĕ. Пирĕн çамрăк артистсем хăйсен ташшипе «Энергия сцены» номинацире палăрчĕç. Тÿресем Канаш тăрăхĕн картишĕ хăнасене кĕтсе илмелли «Йăх-несĕлсем патне таврăнни» тематикăпа хатĕрленĕ чи лайăх вырăн пулнине çирĕплетрĕç.

Агрослетра кăçал та курса тĕлĕнмелли, усăлли тата çĕнни нумай пулчĕ. 

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *