Суббота, 6 июня, 2026
Главная > Публикации > Лагерьсенче 80 пин ытла ача канĕ

Лагерьсенче 80 пин ытла ача канĕ


Чăваш Республикин вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров пĕлтернĕ тăрăх, çу уйăхĕн 29-мĕшĕнче ачасен çуллахи сиплевпе кану тапхăрĕ пуçланать. Кăçал çуллахи каникул вăхăтĕнче 80 пин ытла ача лагерьсенче канĕ, сывлăхне çирĕплетĕ.
Пĕтĕмпе хула тулашĕнче – 17, шкулсен çумĕнче – 275, социаллă пулăшу паракан центрсен çумĕнче 10 лагерь ĕçлĕ. Йывăр лару-тăрури çемьесенчи 1,5 пин ача бюджет шучĕпе социаллă учрежденисен çумĕнчи лагерьсенче канĕ. Ятарлă çар операцине хутшăнакансен ачисем те (140 ача) лагерьсенче сывлăха çирĕплетĕç. Запорожье облаçĕнчи Бердянск хулинчи шăпăрлансем те Чăваш Енри лагерьсенче канĕç.
Çуллахи кану тата сиплев валли пĕтĕмпе 1 миллиарда яхăн тенкĕ уйăрнă. «Шупашкарти «Волна» тата Çĕнĕ Шупашкарти «Звездочка» лагерьсенче юсав ĕçĕсем пыраççĕ, хушма корпуссем тăваççĕ. «Белые камни», «Янтарный», «Соснячок», «Солнечный» тата «Бригантина» лагерьсенче 24 профиль смени йĕркеленĕ.
Кашни лагерь çумне медицина учрежденине çирĕплетнĕ. Кану лагерĕсенче ĕçлеме ятарласа пĕлӳ илнĕ çынсене кăна явăçтараççĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *