Вӑрӑмтуна йышлӑ пулни хӗлле юр нумай ҫунипе ҫыхӑннӑ
Экспертсем палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫал нӳрӗк ытлашшипех. Хӗлле юр тултарса лартнӑ, ҫуркунне тӑрук ирӗлнĕ. Кӳлленчӗксенче, шыв тытӑнса тӑракан вырӑнта вӗт шӑна часах вӑй илнӗ.
Вӗсен йышне кӑшт та пулин чакарма кил-хуҫалӑхра шывпа ларакан витресене, ытти савӑта пушатма сĕнеҫҫӗ. Капла вӑрӑмтунасене ӗрчеме майӗ пулмӗ.
Шупашкарти парксене, пляжсене, халӑх йышлӑ пухӑнакан ытти вырӑна ятарлӑ хутӑш сапаҫҫӗ. Вӑрӑмтунасене хирӗҫ ҫапла майпа ҫӗртме уйӑхӗн ҫурриччен кӗрешӗҫ.

