Ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Канаш округӗнчи Пайкилт вӑтам шкулӗнче Константин Иванов чӑваш классикӗ 136 ҫул ҫитнине халалланӑ уяв иртрӗ.
Мӗншӗн шӑпах Пайкилт шкулӗнче-ха? Литература ӑсчахӗсем тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, чылай ҫул каялла хальхи Канаш округӗнчи Пайкилт ялӗнче паллӑ чӑваш поэчӗсен ‒ Константин Ивановпа Ухсай Яккӑвӗн ‒ мӑн-мӑн аслашшӗ Энтӗрук Ваҫукӗ (тӗне кӗрсен ‒ Антон Андреевич Данилов, 1730‒1785) ҫуралса ӳснӗ, 1762 ҫулта Симушка Вариххипе (тӗне кӗрсен ‒ Марина Тихонова) тата ачисемпе хальхи Пушкӑрт Республикинчи Пелепей районӗнчи Слакпуҫне куҫса кайнӑ.
Ҫакна В.П. Ивановпа М.Х. Сафин «Истоки. Родина и род поэтов К.В. Иванова и Я.Г. Ухсая» (2018) кӗнекинче тӗплӗ ҫырса кӑтартнӑ. Ҫавӑнпа Пайкилт ялӗ чӑваш ҫыравҫисемшӗн уйрӑмах ҫывӑх халӗ. Çак пĕлтерĕшлĕ пулăма асра тытса 2017 çулта Чăваш наци конгерсĕн пайташĕсем Пайкилтрен Слакпуçне 25 тĕм йывăç илсе кайса лартнă, пĕлтĕр вара поэт çуралса ÿснĕ çĕр çинчен 25 йывăç илсе килнĕ. Унсăр пуçне Иван Яковлев, Федор Павлов, Степан Максимов, Петр Пазухин ячĕпе тăватă кăвак чăрăш Пайкилт паркĕнче тымар янă ‒ вĕсен ячĕсем Чĕмпĕрти чăваш шкулĕпе тачă çыхăннă.
Константин Васильевичӑн ҫуралнӑ кунне паллӑ тума Шупашкартан сумлӑ хӑнасем килсе ҫитрӗҫ, вӗсен йышӗнче: Светлана Асамат чӑваш халӑх поэчӗ, Ольга Тургай ҫыравҫӑ тата журналист, Чӑваш кӗнеке издательствин директорӗн ‒ тӗп редакторӗн ҫумӗ, ҫыравҫӑ Ольга Федорова, Антонина Андреевӑпа Татьяна Семенова Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗн ӗҫченӗсем. Кашниех тухса калаҫнӑ май ачасене кӗнекепе туслӑ пулма, тӑван ҫӗре юратма, унпа мӑнаҫланма чӗнсе каларӗҫ. Светлана Васильевна К. Иванова халалланӑ сӑввине вуласа пачӗ, Чӑваш кӗнеке издательствинче юлашки ҫулсенче тухнӑ кӑларӑмӗсене шкул библиотекине парнелерӗ. Ачасем те уява хатĕрленнĕ, вӗсем чӑвашла, вырӑсла тата тутарла илемлӗ юрӑ шӑрантарчӗҫ, унтан К. Ивановӑн «Нарспи» поэмин сыпӑкӗсене вуларӗҫ.
Уяв вӗҫӗнче Чӑваш Наци библиотекин ӗҫченӗсем ачасем хушшинче литература ӑмӑртӑвӗ ирттерчӗҫ, мала тухнисем парнесене тивӗҫрӗҫ.
Любовь ЛЕВАЦКАЯ

