Григорий Вакку лартнӑ «Ашкӑнчӑк инкесем» спектакль премьери Мускавра иртнĕ. Пьеса авторӗ – Тӑвай округӗнче пурӑнакан, ЧР культурăн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Альбина Никитина (Сухан) журналист, ҫыравҫӑ.
Григорий Владиславович Мускаври аслӑ шкулта студентсене вӗрентет. Пушӑ вӑхӑтра Валентина Попова ертсе пыракан «Шевле» ушкӑна ҫӳрет. Спектакль лартас пултарулӑх унӑн тахҫанах аталаннӑ.
Канаш хулинче педагогика училищинче вӗреннӗ чухнех студентсемпе спектакльсем лартнӑ вӑл. Халӗ вара унӑн Мускавра спектакль лартас шухăш ҫуралнӑ. Вӑл кӗске вӑхӑтра пултаруллӑ артистсене пӗр ушкӑна пуҫтарнӑ. Эрнере пӗр хутчен репетици ирттерсе ҫӗнӗ спектакле сцена çине кӑларнӑ.

