Суббота, 6 июня, 2026
Главная > Публикации > Пĕтĕм Раççейри конкурса тăратма йышăннă ĕçсене хак панă

Пĕтĕм Раççейри конкурса тăратма йышăннă ĕçсене хак панă

Правительство çуртĕнче «Хăтлă хула хутлăхĕ» федераци проектне пурнăçа кĕртес енĕпе ведомствосем хушшинчи комиссин ларăвĕ иртнĕ. Унăн ĕçне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынă.

Ларура Сĕнтĕрвăрри хулипе Хĕрлĕ Чутай салине хăтлăлатас енĕпе туса хатĕрленĕ концепцисене пăхса тухнă. Сĕнтĕрвăррисем кăçал Ленин урамне йĕркене кĕртес тĕллевлĕ. Вăл хулара çуран çÿрекенсемшĕн тĕп артери шутланать. Çак проекта маларах çĕнетнĕ общество лапамĕсемпе — ача-пăча паркĕпе тата набережнойпа синхронласшăн. Çак урамăн вĕсене пурне те çуран çÿрекенсем валли йĕркленĕ пĕр маршрута пĕрлештермелле пулĕ. Ку проекта пĕчĕк бизнеса та хастар явăçтарасшăн. Комисси конкурса тăратма йышăннă ĕçе ларура ырласа йышăннă.

2025 çулта Пĕтĕм Раççейри конкурсăн йĕркисене анлăлатнă. Çавна май унта кăçал çĕршыври пĕчĕк хуласемпе танах Хĕрлĕ Чутай сали те хутшăнма пултарнă. Вăл Чăваш Енрен çак конкурса хаклав ĕçĕ тăратакан пĕрремĕш сала шутланать. Хĕрлĕ Чутайсем Çĕнĕ урама çĕнетме «Авалхине упраса малашлăха утатпăр» проект хатĕр-ленĕ. Унпа килĕшÿллĕн çĕнĕ общество лапамĕсем туса хума палăртнă, çав шутра «Чутай» площадь те пур. Комисси ку проекта та пысăк хак панă.

Чăваш Ен пĕчĕк хуласенче хăтлă хула хутлăхĕ йĕркелес енĕпе пуçарнă Пĕтĕм Раççейри конкурса 2018 çултанпа хутшăнать. Çак тапхăрта пирĕн рес- публикăран тăратнă 16 проект çĕнтерÿçĕ пулса тăнă.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *